Тумхахлă çулăн пăшăрхануллă вĕçĕ

Тумхахлă çулăн пăшăрхануллă вĕçĕ

РАÇÇЕЙРЕ XIX-ĕмĕр вĕçĕнче, XX-ĕмĕр пуçламăшĕнче халăха вĕрентес ĕç питех те япăх пулса пынă. Çакă яллă вырăнсенче уйрăмах çителĕксĕр аталаннă. Хăш-пĕр çĕрте ялĕпе те вулама-çырма пĕлекен çын пулман. Вырăс мар халăхсен ачисенчен пĕчĕк пайĕ çеç вĕренме май тупнă. Сăлтавĕ - шкулсем пулманни.

Тĕттĕмлĕх уйрăмах пирĕн тăрăхра анлăн сарăлнă. Асăннă тапхăрта Шăмăршăпа Шамккай вулăсĕсен территорийĕнче пĕтĕмпе 4-5 шкул çеç ĕçленĕ. Çав вăхăтрах хура халăх та çутталла туртăннă. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕн истори фондĕнче упранакан архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, 1896-çулта Васан ялĕнче те чиркỹпе прихут шкулне уçас ыйту тухса тăрать. «В1896 году в деревне Большое Буяново открыта церковно-приходская школа (ГАУО Ф.134.Оп.2.0.319.Л.127). Çак çултан пуçланать те ĕнтĕ Васанти шкулăн кун-çулĕ. Унăн историйĕ, чăннипех те, вăрăм та пуян, интереслĕ.

Çапах та 130 çула çитнĕ Васан шкулĕн историйĕнчи хăш-пĕр саманта аса илсе тишкерер-ха. Мĕнлерех аталанса пынă-ха халăха вĕрентес ĕç пирĕн тăрăхра, уйрăммăн илсен, Васан, Ярăслав, Кивĕ Шăмăршă ялĕсенче (тĕпрен илсен, çак виçĕ ял ачи пĕлỹ илнĕ те ĕнтĕ Васанти шкулта)? Ялти шкул уçăличчен асăннă ялсенчи хăш-пĕр ача Палтиелĕнчи, Шăмăршăри шкулсене вĕренме çỹренĕ.

Ялти ачасене Васан çынни Александр Терентьев хăйĕн килĕнче вĕрентме пуçланă чи малтанхи священник шутланать. Вăл ачасене вулама-çырма, шутлама вĕрентнисĕр пуçне тĕн йăли-йĕркипе, Турă саккунĕсемпе паллаштарнă, кĕлĕ юрлама хăнăхтарнă.

Тепĕр çулхине ялта икĕ класлă шкул йĕркеленет. Унта Васанта çуралса ỹснĕ Василий Павлович Павлов ĕçлеме пуçлать. Хусанти педагогика семинарине пĕтернĕ хыççăн пĕр вăхăт Самар хулинчи шкулта, каярах çав хулари управăра чиновник ĕçĕсене пурнăçланă. 1898-çулта, çемйипех тăван яла куçса килсен, шкулта ĕçлеме тытăнать.

1910-мĕш çулсенче - вăл урăх ĕçе куçса кайнă май - яла Матак çынни Алексей Степанович Степанов учитель ĕçлеме килет. Каярахпа ун вырăнне çак ял çынниех, Михаил Кириллович Кириллов, учитель ĕçне кỹленет.

Революци хыççăнах Васан шкулĕн заведующийĕ пулмашкăн Хурăнвар ялĕнче çуралса ỹснĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ Михаил Семенович Райкова çирĕплетеççĕ. Çамрăк совет правительстви хăйĕн пирвайхи çулĕ- сенчех халăха вĕрентсе çутта кăларас енĕпе питĕ кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ декретсем йышăннă. Çавна наци шкулне вырăс шкулĕсемпе танлаштарнă, пур çĕрте те тăван чĕлхепе вĕренмелли йĕрке туса хунă. Шкулсене чиркỹсенчен уйăрса пурне те Çут ĕç халăх Комиссариачĕн тытăмне кĕртнĕ. Тĕрлĕ йышши шкулсем вырăнне икĕ сыпăклă пĕр пĕтĕм шкул туса хунă.

М.С.Райков малтанах шкула вĕренес кăмăллă 81 ачана явăçтарнă, анчах та çакăн чухлĕ ачана пĕлỹ пама шкул çурчĕ çукки чăрмантарнă. Çавăнпа Михаил Семенович 25 ача çеç суйласа илет. Ачасене Николай Поляков тата Савелий Макаров хресчен çурчĕсенче, каярахпа Гаврил Поляков тата Владимир Иванов патĕнче вĕрентнĕ. Виçĕ класлă шкула 25 ачаран 4-шĕ çеç вĕренсе пĕтерме пултарнă, ыттисен - тĕрлĕ сăлтавсене пула - шкула пăрахма тивнĕ.

1929-1930-мĕш çулсенче Васанта 4 класлă çĕнĕ шкул çурчĕ туса лартаççĕ. Çĕнĕ шкул çуртĕнче 4 класра 62 ача вĕренме пуçлать. 1931-1932-мĕш вĕренỹ çулĕнче Чукал чăвашĕ Сергей Яковлевич Губанов тата унăн мăшăрĕ - Васан хĕрĕ Дария Васильевна Павлова Патăрьелĕнчен Васана куçса килеççĕ. 1932-мĕш çулта шкул директорĕ пулма Еролий Терентьевич Терентьева уйăрса лартаççĕ.

1930-1931-мĕш вĕренỹ çулĕнче Васанти 6 класлă шкулта пĕрремĕш кăларăм пулнă. Тепĕр çулхине вара 7 класлă шкул туса хураççĕ. Малалла шкула «колхоз çамрăкĕсен шкулĕ» теме пуçланă. Çак çулсенче шкулта учительсен йышĕ те ỹснĕ.

«1937-мĕш çулта Васанти тулли мар вăтам шкулта 157 ача, вăтам шкулсенче (Палтиел, Шăмăршă) - 31 çын, аслă шкулсенче 4 çын вĕренеççĕ» («Колхозник сасси» райхаçат. 52 №, 4.6.1937 ç.). Çакна та палăртса хăвармалла. Пĕр вăхăт хушши кунти шкулта пулас писатель Николай Филиппович Ильбеков (Илпек Микулайĕ) те ĕçленĕ. Вăл ачасене вырăс тата чăваш чĕлхисене вĕрентет. Юлашки 10 çул хушшинче Васан шкулĕнче 40 ытла учитель ĕçлесе курнă: 1937-1942-мĕш çулсенче Васан шкулĕнче ĕçленĕ Пуянкасси хĕрĕ Е.Г.Кириллова вăрçăра паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хурать. Унсăр пуçне фронтра хăюллăн çапăçса И.Г.Павлов, Н.И.Митрофанов, П.П.Бабаев учительсем те вăрçă хирне выртса юлаççĕ.

Вăрçă çулĕсенче шкул директорĕ пулма Анастасия Ивановна Павлова учительницăна уйăрса лартаççĕ. Фронтран аманса таврăннă учительсем те çийĕнчех хăйсен педагогика ĕçне кỹлĕнеççĕ, Çĕнтерĕве çывхартма çамрăк ăрупа ял çыннисене хавхалантарма пуçăнаççĕ. Йывăр тапхăрта шкулта ĕçленĕ хĕрарăм учительсем К.А.Мордвинова, Е.П.Лукьянова, О.В.Дмитриева, Л.А.Долгова, А.П.Васильева, Ф.А.Ларионова, О.М.Головинская, Е.И.Муромцева, О.Л.Николаева, М.Н.Терентьева, вăрçăран аманса таврăннă учительсем И.П.Лукьянов, (1944-1955-мĕш çулсенче шкул директорĕ пулса ĕçленĕ) И.А.Фролов, Н.М.Головинский, М.С.Семенов мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе ачасене пĕлỹ пама пулăшнă, тăрăшнă.

Вăрçă вăхăтĕнче ялти ачасенчен нумайăшĕ шкула çỹреймен, фронта кайнисен вырăнне, çитĕннисемпе пĕр тан ĕçленĕ вĕсем колхозра. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи Çĕнтерỹпе вĕçленсен фронтовик учительсем килĕсене таврăнма пуçлаççĕ, хăйсен юратнă ĕçне тытăнаççĕ. Н.Г.Павлов, М.А.Поляков, И.А.Николаев, Ф.Л.Николаев, Н.Ф.Архипов, Е.Т.Терентьев, Д.П.Яковлев мирлĕ хавха- ланупа ĕçлеме тытăнаççĕ.

1958-çулта 7 класлă шкултан 8 класлă шкул туса хураççĕ. Вăтам шкул пĕтерес тесен, Шăмăрша е Палтиел шкулне çỹреме тивнĕ. Çакна шута илсе 1964-мĕш çулта 8 класлă шкултан вăтам шкул йĕркелеме тивнĕ. Мĕншĕн тесен виçĕ ялти ачасен йышĕ чылай ỹссе пынă, хăйсен ачисене вăтам пĕлỹ парас текенсем йышлă- ланнă. Çапла, ял хĕрринчи илемлĕ вырăнта çĕнĕ шкул çуртне туса лартнă. Вăл вăхăтра шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Михаил Иванович Фомин çак ĕçре пысăк хастарлăх кăтартнă. Вăл директор пулса ĕçленĕ вăхăтра çĕнĕ шкулăн сăнавпа опыт тата вĕрентỹ çĕр лаптăкне, пысăк пан улми сачĕ лартса хăварнă.

Çулсерен шкул - лайăхланса, ачасен шучĕ ỹссех пынă. 1946-1947-вĕренỹ çулĕнче шкулта 120 ытларах ача пĕлỹ илнĕ пулсан, 1950-1951-çулсенче - 380 вĕренекене, 1965-1966-çулсенче - 618 ачана, 1970-1971-çулсенче 680 ачана çитет. Вĕсене 36 учитель вĕрентнĕ. Шкула васансемсĕр пуçне Ярăслав, Асьял, Пуянкасси, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсенчен те вĕренме çỹренĕ.

1967-çулта шкул «тилхепине» Николай Герасимович Павлов тытать. 1976-мĕш çултан пуçласа Харитон Константинович Яковлев, шкул директорĕ пулса, 18 çул ертсе пырать. Шкулăн кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă капăр çуртне тутарас енĕпе уйрăмах нумай тăрăшма тивнĕ унăн. Харитон Константинович шкулта ĕçлеме вырăнти кадрсене хатĕрлес тĕлĕшпе те сахал мар тимленĕ. Учитель ĕçне юратакан, хисеплекен ял çамрăкĕсене пурнăçра тĕрĕс çул кăтартса педагог профессине суйласа илме пулăшнă.

Шкул администрацийĕ юлашки вăхăтра Раççейри вĕренỹ тытăмĕнче пулса иртекен тĕрлĕ йышши реформăсемпе улшăнусен тапхăрне йĕркеллĕ те вăхăтра туса ирттерме пĕтĕм вăйне хурса ĕçлет. Коллектив юлашки çулсенче вĕрентĕвĕн çĕнĕ технологийĕсемпе, компьютерлă, электронлă техникăпа усă курса ĕçлессине çăмăллăнах алла илме пултарчĕ.

Шел пулин те, шкулта ачасен шучĕ çулсерен сахаллансах пырать. 1970-1973-çулсенче шкулта 700 ытла ача вĕреннĕ пулсан, çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсен шучĕ 130 ача таран чакса ларать.

Юлашки çулсенчи цифрăсем тата та хытăрах пăшăрхантараççĕ. Акă 2022-2023-мĕш вĕренỹ çулĕнче кунти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта пĕтĕмпе те 58 ача кăна вĕреннĕ, вĕсемпе 10 педагог ĕçленĕ тата 7 техслужащи тĕрлĕ ĕçпе тивĕçтернĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче вара шкулта 51 ача пĕлỹ илет, вăл шутран 4-шĕ кăна пĕрремĕш класа çỹреççĕ. Тен, çавăнпах пулĕ, çитес çултан вара пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан тĕп шкулăн пуçламăш шкул çине куçас хăрушлăх пурри çинчен те пĕлтерчĕç кунти учительсем. Çапла, ним калама та пĕлмелле мар: ялсем ватăлаççĕ, çамрăк çемьесем тĕрлĕ сăлтава пула ялта çирĕпленсе пурăнма, ача-пăча туса йăха туллин тăсма иккĕленекенсем йышланчĕç.

Пурне те паллă ĕнтĕ, çыннăн пурнăç çулĕ шкултан пуçланать. Васан шкулĕнчен пурнăç çулне пуçланă çынсенчен нумайăшĕ хăйсен чун килĕшĕвĕпе ĕмĕр сукмакне тупнă, çĕр-шывшăн усăллă та кирлĕ çынсем çĕршерĕн те çĕршерĕн пулнă.

Туллиех мар кăтартусем тăрăх, 130 çул хушшинче Васанти шкултан виçĕ пин çурă ытла çын вĕренсе тухнă. Вĕсен йышĕнче: Кивĕ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Геннадий Анатольевич Ларионов профессор, биологи наукисен докторĕ; медицина наукисен кандидачĕсем - пĕр тăван Галина Петровнăпа Людмила Петровна Журавлевăсем; физикăпа математика наукисен кандидачĕ Николай Дмитриевич Поляков.

Васан шкулĕнчен Чăваш Республикин икĕ министрĕ (Г.П.Леонтьевпа С.Ф.Егоров), филологи наукисен докторĕ М.Р.Федотов, тата ытти паллă çын вĕренсе тухнă.

Кусемсĕр пуçне 20 выпускник Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ. Ял хуçалăх производствинче малта пыракансем, тĕрлĕ организаципе предприяти ертỹçисем район тата республика пурнăçĕпе экономикине аталантарас енĕпе пысăк тỹпе хываççĕ. Вĕсемпе эпир мухтанма та, мăнаçланма та пултаратпăр.

П.ФОМИН,

Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлỹçи, Васан шкулĕнчен 60 çул каялла вĕренсе тухнă журналист.



29 мая 2026
17:34
Поделиться