«Тутар халăх йăли-йĕркин тĕнчи»
Çак ятпа Палтиел ялĕн вулавăшĕнче, «Пушкин картти» программăпа килĕшỹллĕн, тăван ен экскурсĕ иртрĕ. Унта ял вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем хутшăнчĕç.
Чăваш Енре пурăнакан тутар çыннисем мĕнле традицисемпе, йăла-йĕркепе палăрса тăраççĕ? Çак ыйту çине хурав тупма Минзия Мухутдинова библиотекарь пулăшрĕ. Вăл çамрăк ăрăва тутар нацийĕн çи-пуçĕпе, тĕррисемпе, кил-хуçалăхра усă куракан савăт-сапапа, ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсем кỹршĕллĕ халăхсен - чăвашсемпе вырăссен тата ирçесен япалисенчен мĕнпе уйрăлса тăнине тата пĕрпеклĕхне ăнлантарчĕ.
Халăх сăмахлăхĕн викторини вара тутарсен культурипе чĕлхи, традицийĕпе йăли-йĕрки пирки пĕлĕве тĕрĕслеме-тарăнлатма май туса пачĕ.
Библиотекăра йĕркеленĕ «Тутар тĕнчи» кĕнеке выставки тутарла пичетленнĕ кĕнекесен обзорне тума ырă витĕм кỹчĕ.
Т.Долгова,
Палтиел ялĕ.