Ял масарне тирпейлерĕç

Хайпăла халăхĕ - пĕрлĕхре тăракан йыш. Кил умĕсене, урамсене, ун таврашне хăтлăхра тытассине мала хураççĕ кунта. Ял масарне те тирпейлĕхпе тасалăхра тытаççĕ.

Çак кунсенче хайпăласем, ял старости Александр Тимофеев ертсе-йĕркелесе пынипе, масар çинче субботник ирттерчĕç. Хĕрарăмсем вил тăприсемпе вĕсен таврашне хыт хураран тасатрĕç. Арçынсем çỹллĕ ỹссе кайнă йывăç-тĕме касса масар çинчен илсе тухрĕç. Вĕсене Юрий Захаров, Валерипе Юрий Матросовсем, Геннадий Карсаков, Владимирпа Александр Быковсем хăйсен тракторĕсемпе турттарчĕç.

Çак ĕçе Ратиттĕл умĕн йĕркелени питех те вырăнлă пулчĕ. Ял çыннисемшĕн те, аякран килекен ентешĕмĕрсемшĕн сăваплă вырăн тирпейлĕ пулни аван.

Р.Кузне цова,

Хайпăла ялĕ.



29 мая 2026
17:43
Поделиться