Янăрарĕ юлашки шăнкăрав
«Последний звонок - прощание с детством,
Последний звонок звучит только раз.
Из школы уйдете с огромным наследством,
Что светится знаниями из умных глаз.
Последний звонок, как же это печально,
Последний звонок - он счастья венец.
Вы в школу когда-то пришли не случайно,
И знайте, что жизни еще не конец.
Последний звонок - это только начало,
Для тех, кто уверен, что знает свой путь.
И пусть ваше детство уже отзвучало,
Вы можете будущее свое взглянуть»,
- çак сăвă йĕркисем иртнĕ ытларикун Шăмăршă муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче чуна хумхантарса янăрарĕç. Округри 4 шкулта - 11-класри 45 выпускникшăн тата 9-класс пĕтерекен 142ачашăн - юлашки шăнкăрав уявне йĕркелерĕç. Уява педагогсемпе хăнасем, ашшĕ-амăшĕ пуçтарăннă, пурте пĕр рете йĕркеленсе тăнă выпускниксем çине пăхаççĕ.
Шкул пĕтерекенсене «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн ертỹçи Владимир Димитриев, Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Татарских, округри вĕренỹ тата çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров, Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ, округ Пухăвĕн депутачĕ Вера Хорькова тата ыттисем ăшшăн саламларĕç, малашнехи пурнăç çулĕ телейлĕ пултăр тесе пехил сăмахĕ каларĕç.
Выпускниксем тăван шкула, хăйсене тарăн пĕлỹ парассишĕн ырми-канми тăрăшнă учительсене чĕререн тав турĕç.
...Акă чуна хумхантарса юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр сире шкултан вĕренсе тухакансем, Тăван çĕр-шыва усă кỹрессишĕн тăрăшăр!
Е.ЖОЛОБОВА.