Запорожье облаçĕн ачисем Чăваш Енре канĕç

МАЙĂН 29-мĕшĕнче ачасен çуллахи сиплевпе кану тапхăрĕ пуçланать. Кăçал çуллахи каникул вăхăтĕнче республикăри 80 пин ытла ача лагерьте канĕ, сывлăхне çирĕплетĕ. Пĕтĕмпе хула тулашĕнче - 17, шкулсен çумĕнче - 275, социаллă пулăшу паракан центрсен çумĕнче 10 лагерь ĕçлĕ. Йывăр лару-тăрури çемьесенчи 1,5 пин ача бюджет шучĕпе социаллă учрежденисен çумĕнчи лагерьсенче канĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем те (140 ача) лагерьсенче сывлăха çирĕплетĕç. Запорожье облаçĕнчи Бердянск хулинчи ачасем те Чăваш Енри лагерьсенче канĕç. Çуллахи кану тата сиплев валли пĕтĕмпе 1 миллиарда яхăн тенкĕ укçа уйăрнă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



29 мая 2026
17:25
Поделиться