Ачалăхăн савăк кулли янратăр нихçан иксĕлми...
Эй, Çĕр-шывăмăр, Чăваш Енĕмĕр!
Аслă уйăмăр, аслă хирĕмĕр!
Эс саван пире, эс çĕклен пире.
Ырлăхне курма пил паран пире.
Эй, Çĕр-шывăмăр, Чăваш Енĕмĕр!
Ăраскалăмăр, Чăваш Енĕмĕр!
Сан ятпа эпир юрă хыврăмăр.
Сан ятпа кĕрлет уявăмăр...
Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн «Эй, Çĕр-шывăмăр, Чăваш Енĕмĕр!» сăввин йĕркисем асăма килчĕç июнĕн 1-мĕшĕнче Шăмăршă районĕн Культура çурчĕ умĕнче ирттернĕ мероприятире. Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă мероприяти пĕчĕк Тăван çĕр-шывăн культури уявне çаврăнчĕ. Кунта килнĕ кашни ачапа çамрăк телейлĕ Ачалăх тĕнчинче киленчĕç. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсемпе воспитательсем, çавăн пекех çитĕнекен ăрупа çыхăннă сферăсен ĕçченĕсем ĕмĕрĕн чи илĕртỹллĕ те асамлă тапхăрне таврăнчĕç: ача-пăчапа пĕрле юрларĕç-ташларĕç, тĕрлĕ вăйă выляса савăнчĕç...
Уява Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕн вырăнти координаторĕ Вера Хорькова хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç.
Культура учрежденийĕ умĕнчи капăр лапамра площадкăсем хăйсем патне кăчăк туртрĕç. Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕсем кĕçĕннисене сăн-питрен улшăнмашкăн сăрланма, ачалăх саманчĕсене ỹкерме пулăшрĕç; централизациленĕ библиотека, «Чăваш Наци» паркĕн, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр, вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн ĕçченĕсем вăйăсемпе те аттракционсемпе килентерчĕç; Пирвайхисен Юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн членĕсем пенопластпа капрон колготкирен хỹтлĕх карри çыхассипе ăсталăх класĕ ирттерчĕç... Ятарлă вырăнсенче те, Раççей тата Чăваш Республикин Патшалăх Ялавĕсен умĕнче те асăнмалăх сăн ỹкерĕнме питĕ меллĕ пулчĕ. Юмахри сăнарсем кашнинех хавхалантарчĕç. «Туслăх» спорт шкулĕнчен илсе килнĕ батут, пылак çимĕçпе теттесем сутакан лавккасем патĕнчен ача-пăча татăлмарĕ. Шăмăршăри 42№ пушар хуралĕн ĕçченĕсем лăпкă та хăрушлăхсăр лару-тăрушăн тăрăшрĕç.
Тĕп сцена, ЧР Пуçлăхĕн «Чăваш Енри хĕвеллĕ çулла» проекчĕн банерĕпе илемлетнĕскер, пурне те хăй патне пухрĕ. Ача сачĕсемпе Ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем, «Антонина» Халăх ташă ансамблĕ, «Фламинго» ташă ансамблĕ, «Звездочки» ача-пăча театр коллективĕ тата уйрăм солистсем пуян программăпа сцена çине тухрĕç. Мĕн тери пултаруллă пирĕн ывăл-хĕрĕмĕр! Чĕвĕлти чĕкеç пек чĕвĕлтетме те, шăпчăк пек юрлама та, тăпăртатса ташлама та, чун хĕлĕхне хускатмалăх купăс-баян калама та маçтăр! Мухтав ăсталăха якатакан педагогсемпе культура ĕçченĕсене тата вĕсене пулăшу кỹрекен ашшĕ-амăшне!
Кăçал - Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче - вырăс, чăваш наци тумĕллĕ ачамăрсем вăйă картинче çаврăнни куççуль кăлармалăх мăнаçлантарчĕ. Çитĕнекен ăрупа çавтăнса аслисем (вĕсен йышĕнче вырăнти ертỹçĕсем те пулчĕç) вăйă картине тăни мероприяти пĕлтерĕшне çĕклерĕ.
Уяв «Яланах пултăр хĕвел» юрă композицийĕпе вĕçленчĕ. Çакă кашнинех хамăр пуласлăха - ачамăрсене - упрассишĕн миршĕн кар! тăмаллине тепĕр хут ас тутарчĕ. Шурă-кăвак-хĕрлĕ ялавсемлĕ пĕчĕк артистсем çывăх çыннисем, çуралнă кĕтесĕмĕр, Раççей çĕр-шывĕ нимрен хаклине туйтарчĕç.
«Чăн-чăн патриотсем пĕчĕк тăван çĕр-шывра çитĕнеççĕ. Эпир, аслисем, вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн вышкайсăр пысăк яваплăхра» (Андрей Кокуркин, Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ). «Ачамăрсем - пирĕн шанчăкăмăр тата тĕрекĕмĕр. Ахальтен мар, ачасене хỹтĕлемелли кун тĕнчипех паллă тумалли уяв пулса тăчĕ» (Николай Ендиеров, округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен пайĕн начальникĕ). «Çĕр çинче яланах тăнăçлăх пултăр, тỹпери хĕвеле нихçан та хура пĕлĕтсем ан хуплаччăр. Кашни хĕр ачапа арçын ача сывă, телейлĕ ỹстĕр, чăн-чăн гражданин ятне тивĕçтĕр (Вера Хорькова, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕн вырăнти координа- торĕ).
Зинаида Свеклова.