Айăпли - ĕçекенни
Алкоголь сиенĕ пирки кашниех пĕлет, апла пулин те эрех-сăраран никам та уйрăлма васкамасть. Пĕр-пĕр пулăма паллă тумалла-и, ывăннине е чирленине ирттермелле-и - алă черкке патне тăсăлать...
Алкоголь сывлăха (пурнăçа!) тĕпсĕр авăра туртнине çак фактсем çирĕплетеççĕ.
- Алкоголь вилĕм е инвалида тухасси патне илсе çитерет.
Эрех-сăрана çамрăклах виçесĕр ĕçни вăхăтсăр вилĕм сăлтавĕ. 20-39 çулсенчи вăй питти çынсенчен 13,5 проценчĕ алкоголизм чирне пула çĕре кĕрет.
- Çыннăн психики улшăнать.
Çын сăлтавсăр депрессие лекет, вĕчĕрхенет, тарăхать, хирĕçет.
- Инфекци чирĕсем.
Туберкулез, ВИЧ-инфекци, СПИД.
- Типĕ хĕрлĕ эрех пуç мимин ĕçне йывăрлатать.
Пĕр стакан типĕ хĕрлĕ эрех 12-15 кунлăха пуç мими ĕçне «чарса» лартать.
- Алкоголь çынна хăй çине алă хурасси патне илсе çитерет.
Судмедэкспертсем çирĕплетнĕ тăрăх, суицидпа пурнăçран уйрăлнă çынсен 80 проценчĕ ỹсĕр пулнă, 75 проценчĕ хĕрарăма мăшкăлланă, çын вĕлернĕ, пурлăх çаратнă т.ыт.те.
- Ĕмĕр кĕскелет.
Эрех-ханшапа туслă çын вăхăтсăр ватăлать, сывă çынран 15-20 çул сахалрах пурăнать.
- Алкоголь ар çыхăнăвĕ патне илĕртмест.
Çакă юнра алкоголь нумайланнипе çыхăннă.
- Алкоголь хĕрарăма çие хăварма чарать.
- Алкогольлĕ ĕçмере этил спирчĕ пур.
Этил спиртне пула нерв системин параличĕ пулать.
- Çын хусканăвĕ (координация движений) йĕркерен тухать.
Çакă ĕçлеме чăрмантарать.
- Алкоголе çын хăнăхать.
Алкоголь вăл - наркотик. Çын унсăр тăрайми пулать.
- Çын вĕрĕлни (белая горячка).
Çын вĕрĕлни - алкоголь психозĕ - мухмăр вăхăтĕнче пуçланать. Ун чухне алă-ура чĕтрет, ыйхă çухалать, çын пур-çукшăнах хăрать, хăлхине сасăсем илтĕнеççĕ, куçне кирлĕ-кирлĕ мар курăнать, галлюцинаци вăхăтĕнче çын «тарать», «хỹтĕленет».
- Çын вĕлересси ỹсĕрле ытларах пулни.
Çынна вĕлернĕ тĕслĕхĕн 82 проценчĕ ỹсĕрсемпе çыхăннă.
- Хĕрарăмсем арçынсенчен хăвăртрах ĕçме хăнăхаççĕ.
Хĕрарăмсем биологи сăлтавĕсене пула арçынсенсенчен 4 хут хăвăртрах алкоголе хăнăхаççĕ.
15.Алкоголизм чирĕ ашшĕ-амăшĕнчен ачисене куçать.
Алкоголиксен çемйисен 89 проценчĕ ачасемпе çамрăксене начар витĕм кỹрет. Çемьен идеологийĕ çукки, ĕçкĕç ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ, тулли мар çемье, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çукки çул çитменнисене ĕçкĕ çулĕ çине кăларать.
- Алкоголь халăх шутне чакарать.
Паянхи куна Раççейре арçынсен - 99,5 проценчĕ, хĕрарăмсен 96,4 проценчĕ эрех-сăра ĕçет.
- Çамрăксем ытларах алкоголь енне туртăнаççĕ.
Çирĕпленсе çитмен организм алкоголе хăвăртрах хăнăхать.
- Алкоголь çамрăксен характерне улăштарать.
Çамрăксем çынпа хутшăнма пăрахаççĕ, çукшăнах тарăхаççĕ, пуç мими япăх ĕçленипе вĕренỹре кая юлаççĕ, обществăран пăрăнаççĕ.
- Алкогольпе наркăмăшланни - вилĕм сăлтавĕсенчен виççĕмĕш вырăнта.
Эрех-ханшапа наркăмăшланса Раççейре кунсерен çур миллион çын вилет.
- Алкоголь хĕрарăм сăн-питне, кĕлеткине начар витĕм кỹрет.
Хĕрарăмăн ỹчĕ ватăлать, организмĕ арканать, шăлĕсем пĕтеççĕ, агрессийĕ ỹсет.
- Çире пур хĕрарăма алкоголь начар витĕм кỹрет.
Пĕр вĕçĕм хĕрлĕ эрех е сăра ĕçниех чăлах ача çураласси патне илсе çитерет.
- Апат ирĕлтерекен органсем (ЖКТ ) юрăхсăра тухаççĕ.
Гастрит, панкреатит, язва, сахăр диабечĕ аталанаççĕ.
- Пĕвер чир-чĕрĕ аталанать.
Алкоголь депатичĕ, пĕвер циррозĕ вăй илни.
- Алкоголь тата чĕрепе юн тымарĕсем.
Инсульт, инфаркт, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем алкоголиксен ытларах тĕл пулаççĕ.
- Çемьене тата социаллă статуса çухатни.
Сывлăха сиен кỹнипе пĕрлех, алкоголь çемьене аркатать, ĕçсĕр тата юлташсемсĕр хăварать...
- Пỹрене витĕм кỹни.
Некроз, пỹрере чул пухăнни тата ытти чир-чĕр аталанаççĕ.
- Пуç мими арканать.
Этанол мимене лекнипе тромбоз пуçланать. Юн тымарĕсем татăлаççĕ - нейронсем «вилеççĕ».
- Алкоголь тата сперма.
Этинол спермăна начар витĕм кỹрет.
- Ĕçекен хĕрарăма час-часах кỹрентереççĕ, хĕнеççĕ.
Ĕçкĕпе туслă хĕрарăма килте сум çук.
- Ашшĕ эрех-ханша ĕçсе иртĕхни хĕр çураласси çине питĕ начар витĕм кỹрет.
Атте идеалĕ хĕрачан куçĕ умĕнче пĕтет.
Округ çыннисене чĕнсе калас килет:
- Сăра куркине е эрех-ханша черккине алла тытиччен тĕплĕн шухăшлăр, тусăмсем: хамăра тата çывăх çынсене хуйхă-инкек патне илсе çитерместпĕр-и?
Н.Поликарпов,
район больницин врач-наркологĕ.