Çамрăк ăрăвăн пархатарлăхĕ

Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ чиркĕвĕн трапеза çурчĕ хальхи вăхăтра ачасенче патриотизм, ыр кăмăллăхпа пĕрлĕх туйăмĕсене ăша хывмалли вырăн пулса тăчĕ. Кунта чăваш, вырăс, тутар, ирçе ачисем пухăнса пархатарлă ĕç тăваççĕ: ятарлă çар операцийĕн участникĕсем тата вăрçа пула инкек тỹсекенсем, çавăн пекех пĕччен пурăнакан ватăсем валли апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Вĕсем: каснă салма, чак-чак, кириешки, печени, хворост. Хатĕр çимĕçсене фронта, ун çывăхĕнчи облаçсене тата уйрăм кил-йыша çитереççĕ.

Маларах кунта Пирвайхисен Юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн членĕсем тăрăшнă пулсан, халĕ вара вĕсен çумне Шăмăршă вăтам шкулĕ çумĕнчи сывлăхпа кану лагерьне çỹрекенсем хутшăнчĕç. Ушкăнпа ĕçлеме хаваслă, ĕç кал-кал пырать.

Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче православи тата мусульман тĕнĕсемпе пурăнакан халăхсен ачисемшĕн çак сăваплă ĕç питех те пĕлтерĕшлĕ. Аслисенчен тĕслĕх илсе, çитĕнекен ăру хăйсенче чи ырă енсене аталантарать. Çакă вĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне çĕкленме май парать.

Н.КОНСТАНТИНОВА,

Пирвайхисен Юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи.



05 июня 2026
18:08
Поделиться