Анатолий Аксаков «Сывлăх поезчĕ» проекта ырланă

«ЭПĔ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн проектне икĕ аллăма çĕклесе те ырлатăп! - тенĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков. - Çак проект тĕллевĕ - Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннах вырăна çитсе квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парасси».

Аса илтеретпĕр: «Ача-пăча тухтăрĕ» ятлă «Сывлăх поезчĕ» республика тăрăх çула тухрĕ ĕнтĕ. Бригада йышĕнче - республикăри чи лайăх медицина специалисчĕсем: неврологсем, оториноларингологсем, эндокринологсем, офтальмологсем, дерматологсем, ача-пăча гинекологĕсем, хирургсем тата стоматологсем. «Сывлăх поезчĕ» Улатăрти тĕп больницăра старт илнĕ, малаллахи маршрут - республикăри кашни муниципалитет округне çитесси.

Пĕр вăхăтрах «Кардиопоезд» та çула тухнă: Çĕрпỹри тĕп больницăра пирвайхи йышăну тунă. Унта - республикăри ертсе пыракан кардиологипе неврологи службисен специалисчĕсем. «Кардиопоезд» Патăрьелĕнчи тĕп больницăра июнĕн 26-мĕшĕнче пулать, тухтăрсем ирпе 9 сехетрен пуçласа 16 сехетчен йышăнĕç.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



05 июня 2026
17:45
Поделиться