Асăрханăр пурте çул çинче!

Асăрханăр пурте çул çинче!

Çулла - ача-пăчашăн чи хаваслă вăхăт. Каникул, велосипед, самокат, уçă сывлăшри кану... Çак илемлĕ те ăшă тапхăрта çул-йĕр çинче вара çуллахи хăрушлăх та пур. Çавăн çинчен ашшĕ-амăшĕн яланах асра тытмалла.

Çул урлă каçнă чух хăрушсăрлăхăн çак правилисене пăхăнмалла (вĕсене ывăл-хĕрпе тĕплĕн сỹтсе явмалла):

  1. Асăрхан, «куçа çиекен» хĕвел!

Çу кунĕсенче хĕвел ирпе-каçпа аялта тăрать. Ун çути водительсемпе çуран çỹрекенсен куçне йăмăхтарать.

Ачасене водитель хĕвел çутинче курмасса та пултарнине ăнлантармалла.

  1. Капюшонпа наушник - 1№ тăшмансем.

Хĕвелтен хỹтĕленме пуçа сарлака панамка е капюшон тăхăнсан тавралăхăн 90 проценчĕ курăнмасть. Хăлхари наушник вара çывхаракан машина сассине пусарать.

Çул урлă каçнă чух капюшонпа наушника хывмалла.

  1. Тĕмсем, чарăннă (припаркованные) машинăсем тата «зебра».

Çулла картишĕнче, урамра веçех симĕс. Çỹллĕ тĕмсем, йывăçсем тата йĕркипе ларакан транспорт (ку вăхăтра машинăпа тухса çỹрекен нумай) «капкăна» çаклатаççĕ.

Енчен те тавралăх курăнмасть пулсан (сăмахран, фургон ларать, тĕм ỹсет), çул çине тухмалла мар; ун хĕррине пырса пăхмалла, чăрмав пулмасан çеç малалла утмалла.

  1. Самокатсем, велосипедсем - çуран утмалла!

Ачасем çулла аманасси самокатпа (велосипедпа) ярăнса çул урлă каçнă чух ытларах тĕл пулать. Çул-йĕр правилисем тăрăх, çул урлă самокатпа (велосипедпа) ярăнса мар, çуран каçмалла.

Ача-пăчана çакна хăнăхтармалла: хĕрлĕ çутă - тăмалла, симĕс - самокат (велосипед) çинчен анмалла, ăна «çавăтса» тепĕр енне утмалла. Çакă лару-тăрăва хак памалăх 2-3 секунд ытларах вăхăт хăварать.

  1. Çутă çи-пуç - пурнăç!

Асфальтпа йывăç-курăк фонĕ çинче шурă футболкăллă ачасем тавралăхпа «пĕрлешсе» каяççĕ.

Çутта каялла тавăракан (световозвращатели) япаласене (наклейка, брелок, значок) карттус, рюкзак, сандали çине çирĕплетмелле. Каç пулттипе е йывăçсен мĕлкинче вĕсем 150 метрти ачана та асăрхама май параççĕ.

Ачасене çакăн пирки ăнлантармалла:

- «зебра» - хỹтлĕх мар: машина самантрах чарăнма пултараймасть;

- наушника хывсан йĕри-тавралла пăхмалла: малтан - сулахая, кайран - сылтăма, унтан - каллех сулахая;

- чăрмав пирки чупса тухмалла мар.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Çулла ачасем ытларах хăйсем тĕллĕн уçăлса çỹреççĕ. Ан ỹркенĕр, ывăлпа (хĕрпе) вăл çỹрекен маршрутпа магазина (ытти çĕре) тухса кĕрĕр. Пурнăçшăн (сывлăхшăн) хăрушă вырăнсене кăтартăр, аса илтерĕр. Пĕр хутчен куçпа курса ĕненни вунă хут каланинчен витĕмлĕрех.

Çул çỹрев хăрушлăхсăр пуласси ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕпе яваплăхĕнчен те нумай килет. Çакна яланах асра тытар.

Патăрьел тата Шăмăршă районĕсем хушшинчи полици уйрăмĕн ГИБДД пайĕ.



05 июня 2026
18:03
Поделиться