Аваллăх йĕрĕпе

Июнĕн 2-7-мĕшĕсенче Шăмăршă муниципалитет округĕнче Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ĕçченĕсем масштаблă экспедици ирттереççĕ.

Экспедици тĕллевĕ: пирĕн тăрăхри ялсен историне, чĕлхесене, традицисемпе йăла-йĕркене, халăх сăмахлăхне тĕпчесси, ялăмăрсен аталанăвне тата кунта пурăнакан чăвашсен, тутарсен, вырăссен, ирçесен культурисем пĕр-пĕрне мĕнле витĕм кỹнине палăртасси. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие йĕркелекенсем: истори юхăмĕн этнологи секцийĕн ертсе пыракан наука сотрудникĕ (экспедици начальникĕ), истори наукисен кандидачĕ Димитрий Егоров, филологи юхăмĕн фольклористика секцийĕн ертсе пыракан наука сотрудникĕ (экспедици начальникĕн çумĕ), филологи наукисен кандидачĕ Галина Ильина, истори юхăмĕн этнологи секцийĕн наука сотрудникĕ, истори наукисен кандидачĕ Евгения Сергеева, филологи юхăмĕн словарьсен секцийĕн наука сотрудникĕ, филологи наукисен кандидачĕ Ирина Лукина, истори юхăмĕн этнологи секцийĕн кĕçĕн наука сотрудникĕ Анна Антипина. Сăмах май, этнологи — халăх тата этнос ушкăнĕсем мĕнле йĕркеленнине, культурăн нумай енлĕхне, социаллă улшăнăва, нацисен хутшăнăвне тĕпчекен наука.

Июнĕн 2-мĕшĕнче _ экспедицин пирвайхи кунĕнче _ Шупашкартан килнĕ хăнасем округ центрĕнче пулчĕç. Вĕсем Шăмăршă округĕн истори музейĕпе, Валерий Юмановăн çемье музейĕпе паллашрĕç. Экспонатсем Шăмăршă тăрăхĕн кун-çулне, культура еткерлĕхне куç умне кăларчĕç. Çавăн пекех наука ĕçченĕсем центрти Культура керменĕнче Энтĕрьелĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ шăрантарнă халăх юррисене итлесе тишкерчĕç, таврапĕлỹçĕсемпе тĕл пулчĕç. Калаçу çак темăсем тавра пычĕ:Шăмăршă тăрăхĕнчи ялсем йĕркеленни, чĕлхепе диалектсем (вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсем), кил-хуçалăхри ĕç-пуç тата ал ĕç ăсталăхĕ, йăлана кĕнĕ тата хальхи пурлăхпа ăс-хакăл культури (архитектура традицийĕсем, наци çи-пуçĕ, апат- çимĕç, савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем, халăх сăмахлăхĕ, музыка культури, халăх пĕлĕвĕ, уявсемпе йăла-йĕрке), общество пурнăçĕ, ахаль правăпа халăх айăплавĕ (этноправосудие), мăшăрлану тата çемье, ача çуралнине паллă тăвасси, туй йăли-йĕрки, пытару-асăну йăли-йĕрки, чăвашсемпе тутарсен, вырăссен, ирçесен тата ытти халăх хутшăнăвĕ чĕлхене, культурăна витĕм кỹни, чăваш этнокультуринче глобализацие, интеграцие, урбанизацие, ислампа христианство тĕнĕсен витĕмне кура улшăнусем пурри.

 Çавăн пекех наука ĕçченĕсем Кивĕ Шăмăршă, Васан, Ярăслав, Хайпăла, Пуянкасси, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсене çитсе килчĕç, вĕсенчи аслă ăру çыннисемпе курса калаçрĕç.

Шăматкунпа вырсарникун вара Палтиел тата Карапай Шăмăршă ялĕсен историйĕпе, культура еткерлĕхĕпе паллашĕç.

Пирĕн округра ирттернĕ экспедици материалне гуманитари наукисен сотрудникĕсем кунта пухнă аудио-, видео- тата фотоматериала тишкерсе-танлаштарса тухĕç. Тĕпченĕ ĕçсем Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн Наука архивĕнче, пурте усă курмалăх, нумай-нумай çул упранĕç.

Зинаида СВЕКЛОВА.



05 июня 2026
11:00
Поделиться