Чунтан сивлетпĕр...
Старобельск паян чĕтрет...
Çирĕм пĕр килте çемье йĕрет...
Ах, мĕнле чăтаç-ши амăшсем...
Çук ĕнтĕ текех тĕпренчĕксем...
Вун сакăр хĕр те виçĕ яш
Нихçан та пирĕнпе пулмаç.
Çук студентсем - çут ĕмĕтсем
Нихçан та пурнăçланаймаç.
Паллах, пит кĕтнĕ хĕрупраç
Савнисене (Вĕсем упраç
Раççейĕн аслă çĕр-шывне,
Хиреç фронтра нацистсене).
Яшсен, тен, çавă вăхăтра
Кайма ят тухнă пуль Çара.
Тавра - хăрушă та çара:
Пĕр хуйхă çеç чуна çурать...
Арканнă общежити ак:
Юлайнă ишĕлчĕк анчах.
Выртаççĕ акă тетрадьсем,
Хуçисене кĕтеç вĕсем...
Кунтах ак хĕрлĕ тюльпансем
Пырса хураççĕ çамрăксем,
Ачисемпе амăшĕсем...
Çурта лартаççĕ ват çынсем...
... Веçех тĕп пулччăр нацистсем,
Тасалччăр ирĕк Çĕр çинчен!
Вăрçа сивлетпĕр пур енчен!
Хĕвеллĕн ялкăштăр тĕнче!
Мария ЛЕВЕНДЕЕВА,
Шăмăршă ялĕ.