«Хаçатăмăр - район энциклопедийĕ»
Çапла хак парать «Шăмăршă хыпарĕ» пичет изданине Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пурăнакан Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зинаида Кучерова.
- Район хаçатне хам вулама-çырма вĕреннĕренпех алран ямастăп, кашнинчех ăна çырăнса илетĕп, - тет Зинаида Георгиевна. - Унта пур ỹсĕмри çын валли те статья-очерк çителĕклĕ. Вĕсенче тăван район пурнăçĕ ал лаппи çинчи пек тухса тăрать. Ял хуçалăх, вĕренỹпе культура, социаллă аталану, тăван тавралăха упрасси, ял çыннисен канăвĕпе спорт, ĕç маякĕсем тата ытти çинчен вулама кăмăллă. Пуринчен ытла мана Иван Саландаев журналист кăларса тăракан «Истори страницисене уçсан...» рубрика тыткăнлать. Архивсенчи фактсемпе усă курса çырнă материалсем округ историйĕпе тĕплĕн паллашма пулăшаççĕ. Вĕсем шкул ачисемпе студентсемшĕн те, историксемпе наука çыннисемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Зинаида Кучерова çамрăк ăрăва вĕренỹпе воспитани парас ĕçре 41 çул вăй хунă. Канашри педагогика училищинче тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППИнче пĕлỹ илнĕ. Виçĕ çул хушши Патăрьел районĕнчи Упамса шкулĕнче - пуçламăш классене, ыттине тăван Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Чĕлхеçĕ аваллăхпа питĕ кăсăкланать. Ял историне тĕпченĕ, кунти çынсен ăру-несĕл кун-çулне тишкернĕ. Тĕпчев ĕçне халĕ те туса пырать. Ку енĕпе ăна районти «Шăмăршă хыпарĕ» питĕ пысăк пулăшу парать.
З.Свеклова.