Икĕ пин çын больницăна пынă, ыттисене те кĕтеççĕ

«ВĂРĂМ та хастар пурнăç» Наци проектне пурнăçа кĕртме Шăмăршă муниципалитет округĕнче граждансене диспансеризаци витĕр кăларни нумай пулăшать. Январь-апрель уйăхĕсенче округри 2 пин çын диспансеризаци иртнĕ, нумайăшĕ малтан хăйĕн вăл е ку чир пуррине пĕлмен те.

Диспансеризаци çакна кăтартса панă:

- 29 çыннăн чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пур;

- 11 çыннăн сахăр диабечĕ аталанас хăрушлăх палăрать;

- 2 çыннăн усал шыçă (злокачественные новообразования) аталанма пуçланă;

- 3 çыннăн вар-хырăм органĕсен чирĕ пурри курăннă;

- 3 çыннăн сывлав органĕсем хавшама пуçланă.

Диспансеризаци пирки тĕплĕнрех каласа пама эпĕ Шăмăршă больницин тĕп врачĕнчен Ирина Смирно вăран ыйтрăм.

- «Вăрăм та хастар пурнăç» Наци проекчĕн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри - халăха диспансеризацилесси, - терĕ Ирина Анатольевна. - Вăл обязательнăй медицина страхованийĕн база программипе килĕшỹллĕн пурнăçланать тата патшалăх граждансене медицинăн тỹлевсĕр меди- цина пулăшăвĕ памалли гарантин уйрăлми пайĕ шутланать.

Диспансеризацире 21 çултан тытăнса пурте тĕрĕсленме пултараççĕ. Ăна кашни виçĕ çулта пĕр хут иртмелле, уйрăм категорисен - кашни çулах тĕрĕсленмелле.

Граждансен диспансеризацие хăйсем пурăнакан вырăнти врач амбулаторийĕсенчен пуçламалла, унтан районти поликлиникăна килмелле.

Диспансеризаци икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшне граждансен инфекциллĕ мар вăраха кайнă чир-чĕр пуррине, вĕсем аталанма пуçлас хăрушлăхне, çавăн пекех специалист тухтăрсем диагноза çирĕплетмешкĕн иккĕмĕш тапхăрта хушма тĕрĕслев ирттерессине пурнăçламашкăн медицина кăтартăвĕсене палăртас тĕллевпе ирттереççĕ.

Иккĕмĕш тапхăр тĕллевĕ - чирĕн диагнозне палăртмашкăн хушма тĕпчев-тĕрĕслев ирттересси. Вĕсене тĕпе хурса терапевт тухтăр сывлăх шайне, диспансер тĕрĕслевĕн ушкăнне палăртать, ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ пулăшăва, санаторипе курорт сиплевне тивĕçмешкăн пациентсен шкулне консультаци илме ярать.

Кăтартусем тăрăх медицина профилактикин кабинечĕн специалисчĕсем «Диспансеризаци учечĕн карточкине» уçаççĕ. Терапевт тухтăр вара сывлăх паспортĕнче гражданин миçемĕш сывлăх ушкăнĕнче тăнине кăтартать.

- Ирина Анатольевна, мĕнле ушкăнсем-ши вĕсем?

- Пĕрремĕш ушкăнра - сыввисем. Вĕсен юн çаврăнăшĕн тытăмĕ тата чир-чĕр енĕпе хăрушлăх çук.

Иккĕмĕшĕнче - хушма тĕрĕслев-тĕпчев тата диспансер тĕлĕшĕнчен сăнав кирлĕ мар чирлĕрех граждансем тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аталанас хăрушлăх пуррисем. Асăннă ушкăна кĕрекенсемпе медицина профилактикин кабинетĕнче, сывлăх центрĕнче хăрушлăх факторĕсен коррекцине ирттереççĕ, кирлĕ пулсан, терапевт-тухтăр тивĕçлĕ пулăшу парать.

Виççĕмĕшĕнче - диспансер тĕлĕшĕнчен сăнаса тăмалли е ятарлă, çав шутра пысăк технологиллĕ пулăшу кирлĕ чирсемлĕ граждансем тата сыв марлăх паллине палăртмашкăн хушма тĕпчевре пулмалли çынсем.

Асăннă программăн тĕллевĕ, чăннипех, пархатарлă. Вăл халăхăн медицина ыйтăвĕсене пахалăхлă тивĕçтерессипе, чире шала кайиччен тупса палăртассипе, шала кайнă чирсене пула инвалида тухассине тата пурнăçран уйрăлассине чакарассипе, сывлăхăн пĕрремĕш ушкăнне кĕрекенсен йышне ỹстерессипе, 2-тата 3- ушкăнсен хисепне пĕчĕклетессипе çыхăннă.

Кăçал 1987, 1990, 1993, 1996, 1999, 2002, 2005 тата 2008 çулсенче çуралнисен диспансеризаци иртмелле. 40 çулти тата унран аслăрах граждансен вара диспансеризаци витĕр кашни çулах тухмалла.

Ив.САЛАНДАЕВ.



05 июня 2026
17:52
Поделиться