Июнĕн 12-мĕшĕччен сасăласа ĕлкĕрĕр

«ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партин «Хулари пек тавралăх» проекчĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршă муниципалитет округĕнче тирпей-илем проекчĕшĕн сасăлав пырать. Пирĕн пурсăмăрăн та Шăмăршăри В.Н.Никифоров генерал-майор ячĕллĕ парка хулари пек илемлĕ тăвассишĕн сасăламалла.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Василий Михайлов каланă тăрăх, хальлĕхе паркшăн 1200 çын сасăланă. Сасăлав июнĕн 12-мĕшĕччен пырать. Ан манăр: тирпей-илем валли округа укçа уйăрса парасси сирĕн сассăртан нумай килет!



05 июня 2026
17:54
Поделиться