Капăр, çĕнĕ пулĕ шкул
«ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕ ялти вĕренỹ заведенийĕсене илемлетсе пуянлатма пулăшать.
Акă кăçал Карапай Шăмăршă вăтам шкулне тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Çак кунсенче проект координаторĕсем Юрий Ермолаевпа Николай Ендиеров объектра пулса юсав ĕçĕпе паллашнă.
Çакна палăртмалла: шкул çивиттине монтаж тăвас тата классенче пластик чỹречесем вырнаçтарас ĕç вĕçленсе пырать. Пĕр вăхăтрах подрядчик шкула хутса ăшăтакан системăна та улăштарать. Шалта штукатурка ĕçĕ вĕçленнĕ, халĕ рабочисем стенасене якатаççĕ. Часах сăрлама та пуçăнĕç.
Çывăх кунсенче строительсем шкул çурчĕн фасадне илемлетме тытăнаççĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.