Кил умне пырсах - вутă
ШĂМĂРШĂРИ социаллă тивĕçтерỹ центрĕпе «Ватлăх - чун савăнмалăх» фонд «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Аслă ăру» проектне пурнăçлама хастар хутшăнаççĕ.
Ваттисене мунча хутмашкăн вутă-шанкă хатĕрлеме йывăррине шута илсе, кăçал пĕччен пурăнакан 8 пенсионера çак ыйтăва татса пама пулăшнă. Социаллă тивĕçтерỹ центрĕн специалисчĕ пулăшу ыйтнă граждансен списокне туса хатĕрлет, «Ватлăх - чун савăнмалăх» Ыр кăмăллăх фончĕ вара вутă туянас тата ăна вырăна çитерес ыйтăва пурнăçа кĕртет.
«Тавах сире ырă ĕçшĕн!» - çак ăшă сăмахсене парти проектне пурнăçлама хутшăнакансем тăтăшах илтеççĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.