Лариса
ПỸЛĔМРЕН чупса тухрĕ те вăл, ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ. Çутă ĕмĕчĕ сỹнчĕ унăн, экзамен тытаймарĕ. Эх, университета вĕренме кĕрес тесе мĕн чухлĕ хавхаланман-ши, врач пулса чирлĕ амăшне сыватма ĕмĕтленнĕ. Пĕтрĕ, пурте пĕтрĕ. Яла таврăнма та намăс...
Пĕлнĕ вĕт-ха вăл билетри ыйту хуравне, комисси умĕнче хытă хумханнипе тăруках манса кайрĕ. Аса илме вара вăхăт памарĕç.
...Коридор алăкĕ хыçĕнче куççульпе çăвăнакан хĕр хăйĕн хул пуççинчен такам ачашшăн тытнипе шартах сикрĕ. Ун умĕнче вăтам çулсенчи хытканрах хура арçын тăрать иккен. Хăйĕн тути йăл кулать.
- Экзамен тытаймарăн-и? Тĕнче пĕтмен вĕт-ха унпа, тепĕр çул вĕренме кĕретĕнех. Ан йĕр, чипер сăнна ан шурат, - хĕре йăпатса ăшшăн калаçрĕ арçын.
Лариса йĕме чарăнчĕ, пĕчĕк сумкинчен хитре тĕрĕллĕ тутăр кăларса пит-куçне шăлса типĕтрĕ. Вара пусма тăрăх аялалла анма тăчĕ. Арçын унпа юнашарах утрĕ, университетран урама та пĕрлех тухрĕç.
- Халь ăçта каясшăн? - ыйтрĕ унран арçын троллейбус чарăнакан вырăна çитсен.
- Пĕлместĕп... - тĕрĕссине каларĕ Лариса.
- Эппин, атя манпа пĕрле, - сĕнчĕ арçын. - Лева ятлă эпĕ, чăвашла Арăслан теме те юрать. Ан хăра манран, çисе ямастăп.
Хĕр те хăйĕн ятне каларĕ. Темшĕн, килĕшрĕ ăна çак арçын, вăл ăна кỹрентерес çуккине те ĕненчĕ.
Ларисăпа Лева Володарски урамĕ тĕлне анса юлчĕç те, Атăл хĕрринелле утрĕç. Арçын хăй çинчен каласа пачĕ. Арăмĕ иртнĕ çул вилнĕ иккен, ракпа йывăр асапланнă. Лева иккĕри ачипе тăрса юлнă. Халĕ пĕчĕкки - пĕр карчăк патĕнче.
- Çамрăк мар ĕнтĕ эпĕ, вăтăр çиччĕре, - ассăн сывларĕ арçын. - Çулсем шăваççĕ, çỹç шуралать. Университета вĕренме кĕресшĕнччĕкăçал, заочно уйрăма. Пулмасть пулĕ, хатĕрленсе ĕлкĕреймерĕм. Тата пысăк укçа тỹлеме тивет. Пирĕн завод хăлтăр-халтăр кăна ĕçлекелет, шалуне нумай тыттармаççĕ.
Ларисăн вара каламалли нимех те çук. Шкулта вĕреннĕ. Чирлĕ амăшĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Вун саккăра тин çеç пуснă-ха.
- Час авланмарăм эпĕ, мăшăрлансан та, ача пулмарĕ, - сăмахне тăсрĕ Лева. - Сережа - пирĕн усрав ача. Арăм питĕ ачашăнччĕ, хăй çуратайманшăн чĕререн хурланатчĕ.
Август уйăхĕнчи каçсем, сивех пулмасан та, ăшах мар çав. Лариса самаях ĕнтĕркерĕ. Çакна Лева вăхăтра асăрхарĕ, çири костюмне хывса хĕр хулпуççийĕ çине уртса ячĕ. Хирĕçлемерĕ Лариса, Лева патне чĕри туртнăçем туртнине туйса пычĕ.
...Атăл хĕрринче çын çукпа пĕрех, пĕчĕк киоск хыçĕнче çеç ỹсĕрсем кăшкăрашаççĕ. Ахăр, ĕçки çитеймен. Ларисăпа Лева киоск çумĕпе иртнĕ чухне вĕсен çулне тăваттăн пỹлчĕç.
- О-о-о, çамрăк мăшăр! - ахăрчĕ тăсланкă каччă. - Вунă пин параймăр-ши тăлăхсене шеллесе!
- Укçа çук тăк, ытти те юрать, - Лева аллинчи ылтăн çĕрĕ çине куçне ывăтрĕ лутрараххи. Калаçнипе кăна çырлахмарĕç ỹсĕрсем, Ларисăна çулăхрĕç. Хĕр йĕрсе ячĕ те Лева çумне çыпçăнчĕ.
- Сирĕлĕр кунтан! - хыттăн кăшкăрчĕ Лева. - Укçа çук пирĕн, пуянлăх та çук!
- Эпир тупат-пăр! - сăмахĕсене шăл витĕр сăрхăнтарчĕ тăсланки. Вара Левăна чăмăрĕпе кăкăртан тăрăслаттарчĕ. Ăна кура юлташĕсем те тапăнса пычĕç. Тăватă вăй питти качча хирĕç пĕччен тăма йывăр çав.
- Лева, сыхлан! - пыр тĕпĕпе çухăрса ячĕ Лариса, тăсланкă каччăн аллинче çĕçĕ çуталнине асăрхаса. Анчах кая юлчĕ...
...Больницăри операци пỹлĕмĕн алăкĕ умĕнче чылайранпа ларчĕ Лариса, хăйне кĕртме тархасларĕ. Юлашкинчен ватă тухтăр ун патне тухрĕ.
- Хамăр мĕн тума пуçланине пĕтĕмпех турăмăр. - Анчах тепĕр чух медицина та вăйсăр çав. Упăшку пурăнаймасть, кĕме ирĕк паратăп сана.
...Шурă хут пек шурса кайнă Лева йывăррăн сывласа выртать. Акă кăштах хускалса илчĕ те хăй умĕнче тăракан Ларисăна палларĕ.
- Ан йĕр, Лариса, - асапне çĕнтерсе кулма хăтланчĕ Лева.
- Эпĕ вилетĕп. Манăн пĕчĕк ывăла - Сергее - пăрахмăп тесе сăмах пар мана, Лариса.
- Сăмах паратăп, - хуллен çеç пăшăлтатрĕ хĕр.
Левăн шывланнă куçĕсем - Ларисăна юлашки хут курнă хыççăн - ĕмĕрлĕхех хупăнчĕç.
...Суд Левăна вĕлерекенсене çирĕп айăпларĕ: тăваттăшĕн те чылай çул тĕрмере кирпĕч шутлама тивет. Хуйхăпа хуçăлнă Лариса тепĕр эрнерен Левăн ывăлне шыраса тупса хăй çине çыртарчĕ, хĕр пуççăнах ача амăшĕ пулса тăчĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.