«Манăн - ывăлăмшăн тавăракансене пулăшмаллах!»
Анат Чаткасри волонтерсен ушкăнĕ тĕрлĕ ỹсĕмри хĕрарăмсене пĕрлештерет. Ытларахăшĕ - тивĕçлĕ канăва тухнисем. Ятарлă çар операцийĕн участникĕсен амăшĕсем те пур. Вĕсенчен пĕри - Любовь Угасина.
... Мĕн пĕчĕкрен этемлĕхĕн чи ырă енĕсене ăша хывса çитĕнтернĕ Любовь тата Николай Угасинсем Алексей ывăлне. Сăпайлăхпа, ырă кăмăлпа палăрнă, вĕренỹре те, общество ĕçĕнче те малта пынă вăл, пĕрле вĕренекен юлташĕсемпе учительсем хушшинче пысăк авторитетпа усă курнă. Алексей, кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та, ăна юратса, кăмăлтан тунă. Инкекри çынна çийĕнчех пулăшу аллине тăсса панă. 2004-çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 2006-çулхи декабрĕн 15-мĕшĕччен Владикавказра çар службинче тăнă. Кунта стрелок специальноçне алла илнĕ, водитель пулнă.
2019-çулхи майăн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2021- çулхи августăн 19-мĕшĕччен Шăмăршăри 42№ пушар тата çăлав чаçĕнче пушар машинин водителĕнче вăй хунă. Кунсăр пуçне, Алексей ăста платник тата плиточник пулнă. Ашшĕ Николай Алексеевич вăхăтсăр çĕре кĕнине пула кил-йышшăн вăл пĕртен-пĕр шанчăк та тĕрек пулса тăнă.
Çĕр-шывăмăр йывăрлăха лексен Алексей хăйĕн ирĕкĕпе 2022-çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Тĕрĕслĕхшĕн, тăнăçлăхшăн, ирĕклĕхшĕн кĕрешсе паттăррăн пуçне хунă. Чăн-чăн çын, чăн-чăн патриот иккенне ĕнентернĕ Анат Чаткас çамрăкĕ.
... Çĕр çĕклейми пысăк та йывăр çухатăва чăтса ирттерме амăшне мĕн тери тертлĕ иккенне çакнашкал лару-тăрăва лекнĕ çын çеç ăнланать... Канăçсăр кунсем, куç хупман çĕрсем, ниçта шăнăçайми чун ыратăвĕ...
Любовь Васильевна тавăрайми çухатăвăн ыратăвне çын хушшинче пусарма тăрăшнă, халĕ те çаплах. Пĕрлехи ĕçсене - субботниксене - хутшăнать вăл: тăван тавралăха, ял чиркĕвне тирпейпе хăтлăх кĕртнĕ çĕрте хастарлăх кăтартать. Волонтерсен ушкăнĕ йĕркеленнĕренпех ялти Культура çуртне маскировка сечĕ çыхма çỹрет, СВО участникĕсене пулăшассине пирвайхи тивĕçĕ вырăнне хурать.
- Пирĕн Любовь Васильевна пĕр кун сиктерми хỹтлĕх карри çыхать, - тет волонтерсен ушкăнĕн ертỹçи Людмила Николаева. - Укçа-тенкĕ, апат-çимĕç тата ытти кирлĕ хатĕр пухмалла чухне те вăл вĕсемпе пĕр шелсĕр пайланать. Тĕлĕнмелле чăтăмлă та ырă кăмăллă вăл! Ăна кура ытти хĕрарăмсем те хавхаланаççĕ.
Фронта пулăшу парас тĕлĕшпе пуçарулăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Любовь Угасинăна тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе тата «За содействие СВО» медальпе наградăланă. Ку - салтак амăшĕшĕн пысăк чыс-хисеп тата, хăй калашле, таса тивĕç.
- Алексей ĕçне - миршĕн кĕрешессине - тăсакансене пулăшнинче эпĕ пурнăç тĕллевне тупрăм. Мĕн вăй-хал çитнĕ таран манăн - амăшĕн - хỹтĕлевçĕмĕрсене пулăшмаллах. Килес Çĕнтерỹре ман тỹпем пурришĕн ывăлăм та савăнса тăрĕ... - чунне уçать тыл ĕçченĕ.
Ку сăмах çумне мĕнех хушайăн...
Тайма пуçăмăр Сана, паттăр та вилĕмсĕр Салтакăн чăн-чăн АМĂШĔ...
Зинаида ВОРОБЬЕВА.