Ĕçĕмĕр - вырăнлă!
Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ фронтри тата госпитальсенче сипленекен салтакăмăрсене пулăшассинче пысăк вăй шутланать. Ылтăн алăллă хĕрарăмсем кунсерен центрти Культура керменне пухăнса маскировка сечĕ, «чĕрĕлĕх» сулли çыхаççĕ, дронсемпе тепловизорсенчен хỹтĕленмелли утиялпа плащ тата гетры, вырăн таврашĕ, аялти çи-пуç çĕлеççĕ, хỹтĕлевçĕмĕрсене кирлĕ хатĕрсем туянаççĕ. Хатĕр япаласем çийĕнчех фронтăн тĕрлĕ енне, ун çывăхĕнчи ял-хулана тата госпитальсене ăсанаççĕ.
Кăçалхи май уйăхĕнче кăна пуçару ушкăнĕ çак ĕç-пуçа туса ирттерчĕ:
çыхрĕ - 19 маскировка сечĕ (23 ăсатрĕ), 21 «чĕрĕлĕх» сулли (23 ăсатрĕ); çĕлерĕ - 14 пончо плащ (23 ăсатрĕ), 16 мăшăр гетры (23 ăсатрĕ), 6 хỹтлĕх утиялĕ (4 ăсатрĕ), 21 аялти йĕм, 50 «шăмă» минтер (ăсатрĕ), 4 бриджи, 6 минтер пичĕ (3 ăсатрĕ), 5 простынь, 3 ал шăлли (3 ăсатрĕ), 8 пеленка, 1 «Арçури» çи-пуçĕ (1 ăсатрĕ); туянчĕ - 2 Çĕнтерỹ Ялавĕ (2 ăсатрĕ); 1 пододеяльник ăсатрĕ.
Гуманитари пулăшăвне фронта Курск енне - 1, Белгород енне - 2, Запорожье енне - 2, Луганск енне - 1 хутчен тата фронт çывăхĕнчи госпитальсене (Курскпа Луганска) пĕрер хутчен ăсатма май килчĕ.
Çак пархатарлă ĕçе ушкăнри пĕрлĕхе тата округ çыннисен пулăшăвне кура тума пултартăмăр.
Пире хỹтĕлевçĕмĕрсен тав сăмахĕ, хамăр янтăланă япаласем вырăнлă пулни тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать-хистет.
В.ЕРЕМЕЕВА,
Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.