«Пехетре» - шăмăршăсем, епле маттур-çке вĕсем!

«Пехетре» - шăмăршăсем, епле маттур-çке вĕсем!

САВĂНĂÇЛĂ хыпар: июнĕн 1-7-мĕшĕсенче Шупашкарти «Пехет» агромаркетра Шăмăршă муниципалитет округĕн эрни иртет.

Интерактивлă площадкăсенче викторинăсемпе мастер-классем, тĕрлĕ вăйăсем пулĕç, илемлĕ пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнăç парнелĕç. Шăмăршă тăрăхĕнчи ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем суту-илỹ йĕркелĕç.

«Пехете» килнисем валли лотерея вылявĕ те ирттереççĕ. Кĕскен каласан, агромаркет тавралăхĕ пĕчĕк Акатуя аса илтерĕ.

Тепĕр хут пĕлтеретпĕр: июнĕн 1-7-мĕшĕсенче Шупашкарти «Пехет» агромаркетра 11 сехетрен пуçласа 17 сехетчен Шăмăршă «хуçаланĕ», Шупашкар çыннисене вăрманлă, чечеклĕ улăх-çаранлă, шăнкăр-шăнкăр çăл куçсемлĕ тăван тăрăх илемне, туслă халăхсен пултарулăхне кăтартса савăнтарĕ.

 С.ИВАНОВ.



05 июня 2026
17:50
Поделиться