Предпринимательлĕх аталанать

«ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН экономика аталанăвĕ» патшалăх программине пурнăçласа, республикăра 2025- çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе çĕклеме 7 миллиард тенкĕ ытла хывнă. 2026-çул пуçламăшĕнче республикăра 2 пин ытла пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъектне регистрациленĕ. Хальхи вăхăтра ĕçлекен компанисен шучĕ 51,5 пин урлă та каçнă. Республикăра паян 150 пин ытла предприниматель вăй хурать.

Шăмăршă муниципалитет округĕнче 272 уйрăм предприниматель (çав шутра 46 хресчен (фермер) хуçалăхĕ) тата хăйсен ĕçне йĕркеленĕ (самозанятые) 998 çын шутланать. Вĕсем 2025-çулта пурĕ 645,6 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă е халăха тĕрлĕ пулăшу панă.

Е.ЖОЛОБОВА.



05 июня 2026
17:48
Поделиться