«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти проекчĕ - ачасен сывлăхĕшĕн

ÇАК кунсенче Шăмăршă район больницинче Республикăри ачасен клиника больницин мобильлĕ бригади пулнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Пуласлăх сывлăхĕ» проекчĕпе килĕшỹллĕн, сайра профильлĕ 5 врач - педиатр, кардиолог, невролог (эпилептолог), гастро-энтеролог тата гинеколог - округри çамрăксен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Комплекслă тĕрĕслев витĕр пурĕ 60 ача тухнă. Врачсем - сывлăхпа интересленнисĕр пуçне - тупса палăртнă пĕр-пĕр чире вырăнтах сиплеме консультаци тата Шупашкара кайма направлени панă.



05 июня 2026
17:55
Поделиться