Раççей Геройне асăнса - турнир
МАЙĂН 30-мĕшĕнче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнче Раççей Геройне, пирĕн округри Шамккай ялĕнче çуралнă Олег Долгова, асăнса дзюдо енĕпе регионсем хушшинчи йăлана кĕнĕ турнир иртнĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва Мускав, Ульяновск, Шупашкар, Етĕрне, Куславкка хулисенчен, Чулхула облаçĕпе Тутарстанран килнĕ спортсменсем хутшăннă. Шăмăршă муниципалитет округĕнчи çамрăк кĕрешỹçĕсем те пысăк ăсталăх кăтартнă.