Сергей Галкина хăй ыйтнипе отставкăна янă
ИЮНĔН 1-мĕшĕнче Шăмăршă округ администрацийĕн çуртĕнче округри депутатсен Пухăвĕн черетсĕр 41-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин тата район прокурорĕ Александр Данилов хутшăннă.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ çак ыйтусене сỹтсе явнă: муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи çĕр участокĕсене Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне тỹлевсĕр парасси çинчен; Шăмăршă муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн маларахри йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен; Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин хăйĕн ирĕкĕпе отставкăна яма ыйтнине тивĕçтересси çинчен.
Лару кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухнă хыççăн тивĕçлĕ йышăну тунă. Хăй ыйтса çырнă заявление тивĕçтерсе, депутатсем Сергей Галкина срокчен отставкăна ярасси пирки уççăн сасăласа йышăннă.
Çакăнпа депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ.
А.АЛЕКСАНДРОВА.