Шкул çумĕнчи лагерьсенче канĕç
ÇУЛЛАХИ каникул пуçланнă май округра шкул çумĕнчи лагерьсем ĕçлеме пуçланă. Кăнтăрлахи виçĕ лагерь, çу каçа 252 ачана, çав шутра Халăха социаллă пулăшу паракан центр урлă 50 ачана, йышăнĕ. Лагерьсене пурне те Роспотребнадзор официаллă ирĕк панă. Пĕрремĕш смена июнĕн 16-мĕшĕччен ĕçлĕ.