Шкул юбилейне Шупашкартан «десант» килнĕ
ЧĂННИПЕХ ТЕ, чаплă паллă тунă ялти шкул 130 çул тултарнине Васанта. Юбилее Шупашкартан «десант» килсе çитнĕ: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Валерий Антонов, «Гостехнадзорăн» Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев, Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи Сергей Егоров, Шупашкарти ентешлĕх председателĕ Радимир Егоров...
Хаклă хăнасен йышĕнче Тверь муниципалитет округĕн пуçлăхĕ, Васан шкулĕнче вĕреннĕ Константин Ильин та пур.
Уява килнисем шкулăн мухтавлă кун-çулне, кунта ĕçленĕ учительсене ырăпа аса илнĕ. Паллах ĕнтĕ, юбилее юрă-ташă тата спорт мероприятийĕсем те илемлетнĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.