Ăçта ларса канмалла?
ПУРĂНАН пурнăçра округ центрне килесси пулатех. Больницăна, Пенси фончĕн уйрăмне, аптекăна е лавккасене, ытти çĕре каятпăр. Юнкунсенче пасара та килетпĕр.
Пире акă мĕн пăшăрхантарать: Шăмăршă урамĕсенче килен-каян валли ларса канмалли тенкелсем çукпа пĕрех. Ял территори уйрăмĕн çак ыйтăва татса памаллах тесе шутлатпăр. Округ администрацийĕн тирпей-илемпе ял территорийĕсен аталанăвĕн пайĕн те халăхшăн тăрăшассине чăн мала хумалла.
Пуянкасси тата Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсенче пурăнакан пенси çулĕсенчи хĕрарăмсем.