«Тирпей-илем - хамăршăн», - çапла шутлаççĕ чукалсемпе улмаллăсем
ÇАК кунсенче округри темиçе яла та çитме тиврĕ. Пулмантăшра тахçантанпах пулманччĕ те, кунти ырă улшăнусенчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Иртнĕ çул - пуçару бюджечĕпе усă курса - Ленин урамне тирпей-илем кĕртнĕ.
«Тирпей-илем» кăна тени пысăк ĕçе пĕчĕклетнĕ пек туйăнать те, урăхларах çавăрттарса калам-ха: çак урама паян пĕчĕк хулан кĕтесĕ теме пулать. «Энки 21» подрядчик хăйне шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа туни тỹрех курăнать: çĕнĕ тротуар, кану вырăнĕ, ларса канмалли илемлĕ тенкелсем, урама çутатакан чаплă лампăсем куçа илĕртеççĕ.
- Ял инфраструктурине çĕнетме «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Таса çĕр-шыв» проекчĕ нумай пулăшать, - каласа парать Чукал ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Наталия Храмова. - Пирĕн территори уйрăмĕ пĕчĕк мар - 4502,9 гектар йышăнать. Вырăс Чукал, Пулмантăш тата Улмаллă ялĕсенче 570 ытла çын шутланать. Чăвашсемпе вырăссем мĕн авалтан пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Халĕ хăшĕ - чăваш, хăшĕ вырăс çемйи пулнине уйăрма та йывăр. Чăваш каччи вырăс хĕрне качча илнĕ, вырăс каччи чăваш хĕрĕпе пĕрлешнĕ тĕслĕх нумай.
Наталия Николаевнăна çамрăксене яла çирĕплетсе хăварас ыйту хытă шухăшлаттарать. Ним пытармалли те çук: ялсем ватăлаççĕ, нумай çуртра карчăк-кĕрчĕк кăна пурăнать.
- Урамсене асфальт сарни, кану вырăнĕсемпе ача-пăча вылямалли площадкăсем туни çамрăксемшĕн тăрăшнине çирĕплетет, - тет Наталия Храмова. - Темиçе çул каялла ялти чиркỹ çумĕнче - пуçару бюджечĕн укçипе - хулари пек чаплă хоккей площадки туса лартрăмăр. Ял çамрăкĕсем питĕ савăнаççĕ çакăншăн. Пирĕн хоккей команди халĕ - округра та чăн лайăххисен шутĕнче. Аслисем - «Волга», кĕçĕнреххисем «Чукалы» командăра выляççĕ.
2026-çул валли йышăннă пуçару бюджетĕнче хоккеистсем валли салтăнса тумланмалли пỹлĕм тума палăртни те (сметăпа пăхнă хакĕ - 782637 тенкĕ) - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин проекчĕ.
Сăмахăма Ленин урамĕнчи кану вырăнĕ çинчен каланипе пуçларăм пулсан, каллех унта таврăнар-ха. Тунмастăп, унччен çак вырăнпа иртсе пынă чух чун шикленетчĕ. Халь-халь ишĕлсе анас пек ларакан кивĕ çурт - пушарта сиенленнĕскер - ял сăн-сăпатне яратчĕ. Пур çĕрте те вĕтлĕх пусса илнĕччĕ, çулла вĕлтĕренпе эрĕм кашлатчĕ.
Тăрăшсан, темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулать çав. Юхăннă территорие темиçе кун хушшинчех тасатма вăй çитернине халĕ ĕненес те килмест. Ял-йыша хавхалантарма пĕлнĕ, тирпей-илем хăйсемшĕн пулнине кашни çын ăнланса илнĕ. Çапла субботник хыççăн субботник йĕркелесе, тепĕр чух кун тĕттĕмленичченех ĕçлесе йĕрке тунă. Армак-чармак ỹсекен Америка вĕренине касса-кăкласа тасатнă, çак усал йывăç вырăнне чечек клумбисем тăва-тăва лартнă, газона курăк акса ешĕллентернĕ.
Кану паркĕ çумĕнчех шăнкăртатса юхакан пĕчĕк çырмана пĕвелени те - пысăк ĕç. Вут- кăварпа кĕрешме кирлипе пĕрлех, пĕве - кану вырăнĕ те.
2025-çулта пуçару бюджечĕпе Улмаллă ялĕнче пушар сỹнтермелли шыв упракан емкость вырнаçтарни те - халăхшăн тăрăшниех. Çак пĕчĕк ялта та кану вырăнĕ йĕркеленĕ, Асăну сачĕ лартса хăварнă. Кĕмĕл чăрăшсемпе туя йывăççисем темиçе çултан яла илем кỹме пуçлĕç.
2026-çулта пуçару бюджечĕн укçипе Пулмантăшри Мельничная урамри çула юсасшăн. Сметăпа пăхнă хакĕ - 440449 тенкĕ. Кунта çул çине вак чул сарса тикĕслесси те, кĕпере юсаса каçса çỹреме шанчăклă тăвасси те кĕрет.
Ял территори уйрăмĕ малашлăха шанчăклăн пăхать. Акă кăçалхи çуркунне унчченхи «Волга» колхоз правленийĕн территорине тасатса тухнă, çак вырăнта Асăну аллейи чĕртеççĕ.
Çавăн пекех Çĕнтерỹ паркне те чăрăш, хыр тата лиственница хунавĕсем лартса хăварнă.
Эсир Пулмантăш çăл куçĕсем çинчен илтнĕ-и тата? Пĕрре мар, иккĕ çеç те мар - çирĕме яхăн! Çăл куç улăхĕ те пур кунта: ял территори уйрăмĕçак ытарма çук илемлĕ вырăн малашне туристсене те илĕртĕ тесе шутлать. Хăш-пĕр ялти пек çăл куçсене юшкăн хупламан, вĕсене тасатсах-тирпейлесех тăраççĕ.
Пулмантăшра эпĕ Сергейпе Оксана Угаринсемпе курса калаçрăм. Вĕсем килти хуçалăхĕнче 4 пуç ĕнепе 6 пуç пăру усраççĕ. Çемье бюджетне вăрманта вутă-шанкă хатĕрлесе сутни те пуянлатать. Укçа-тенкĕ пуçтарса çурт-хуралта çĕнетнĕ. Умри пахчара хитре чечексем çитĕнтереççĕ.
Улмаллă ялĕн старости Виктор Матвеев та выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать: 5 пуç - ĕне, 2 пуç вăкăр. Сĕте Кивĕ Чукалтан килекен предпринимателе сутаççĕ.
Виктор Матвеев «Ялта - ĕç çук» тесе ỹпкелешекенсемпе пĕрре те килĕшмест:
- Мĕнле ĕç çук-ха? Эпĕ акă ĕçлесе пĕтерейместĕп - ир пуçласа тĕттĕмчченех ура çинче. Ялти ытти çын та ĕçлемесĕр лармасть. Улăх-çаран - анлă, вăрман - çывăхра, хуть те миçе пуç выльăх усра. Хур-кăвакал валли шыв та пур. Ан ỹркен кăна!
Ỹркенетпĕр çав, ỹркенетпĕр... Округри хăш-пĕр яла пырса кĕретĕн те, çуртсем умĕнче хыт хура ашкăрса ỹсни, урама ăпăр-тапăр пăрахса тултарни куçа тăрăнать. Фермерсем тата та «маттуртарах»: урама хăйсен мĕн пур техникине, юсавлипе пĕрлех тахçанах тимĕр-тăмăра яма юрăхлине те - лартса тултарнă.
Мĕн, хăйсем пуян пурăннине кăтартасшăн-ши? Е ялта мĕнле пурăнсан та юрать тесе шутлаççĕ?
Мĕнле пурăнас килнĕ пек пурăнма юрамасть: ял сăн-сăпачĕ илемлĕ пулсан, хамăршăнах лайăх вĕт-ха, юлташсем!
Ив.САЛАНДАЕВ.