МАЙĂН 27-мĕшĕнче Хĕрлĕ Васан паççулккинче трагеди пулса иртнĕ: çемьери харкашу вăхăтĕнче арăмĕ упăшкине кăкăртан çĕçĕпе чиксе вилмеллех амантнă.
Чăваш Республикинчи Следстви комитечĕ çак преступлени пирки РФ УК 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.