«Ял хĕрарăмĕн» хăвачĕ пысăк!

Канăçсăр чĕреллĕ аннесемпе мăшăрсем ятарлă çар операцийĕн участникĕсем валли гуманитари япалисем хатĕрлессине кулленхи пурнăç йĕркине кĕртнĕ. Фронтпа ун çывăхĕнчи территорисене тата госпитальсене пулăшу ăсатсах тăрать Шăмăршăри «Ял хĕрарăмĕсем» пуçару ушкăнĕ.

Иртнĕ уйăхра акă хỹтĕлевçĕсем валли çакна ăсатрăмăр: дронтан хỹтĕленмелли тент-палатка (47 шт), нумай хỹтлĕх утиялĕпе носилка, çăвăнмалли мунчала (12 шт), ал шăлли (35 шт), «шăмă» минтер (8 шт), аялти йĕм (21 шт), минтер пичĕ (82 шт), чавса айне хумалли минтер (9 шт), нумай супăнь, нуски, конфет, маринад, тăварланă çимĕç, пахча çимĕç, чак-чак, хворост, каснă салма, кириешки, печени.

Пире укçа-тенкĕпе пулăшнă Кузнецовсене, Петровсене, Ложкинсене, Ирина Быкова парикмахерскин клиенчĕсене чунтан тав тăватпăр. Пуçару ушкăнĕн пыл хурчĕ пек ĕçчен волонтерĕсене çирĕп сывлăхпа иксĕлми вăй-хал, тулли телей сунас килет.

Çакăн пек патриотсенчен туптанать те ĕнтĕ фронтпа тыл пĕрлĕхĕ. Килес Çĕнтерỹ те çак хăватпа çывхарать.

Г.ЕГОРОВА,

Шăмăршăри «Ял хĕрарăмĕсем» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



05 июня 2026
18:07
Поделиться