Ялсем çĕнелесси хамăртан килет

Ялсем çĕнелесси хамăртан килет

2026-ÇУЛТА Шăмăршă муниципалитет округĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме - Халăх бюджечĕ» программипе 39 объект тума палăртнă. Округра пурăнакансем тăван ял илемĕшĕн тăрăшса пуçарулăх кăтартни савăнтарать.

Паянхи куна 4 объекта вĕçленĕ ĕнтĕ: Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи тата Асанкассинчи масарсене тирпей-илем кĕртнĕ, Шăмăршăри Октябрь урамĕнчи çула тĕпрен юсаса тухнă, Кивĕ Чукалта пушара хирĕç кĕрешмелли шыв управĕ тунă.

«Ниме - Халăх бюджечĕ» программăн тĕп пĕлтерĕшĕ - округра пурăнакансем тăван ялшăн уйрăмах кирлĕ объектсене суйласа илме хутшăнни тата палăртнине пурнăçа кĕртме тăрăшни.

Ял çыннисем проект суммин 5 процентĕнчен кая мар хăйсен укçи-тенкине хываççĕ. Пĕр шутласан, çак укçа тем чул пысăках мар пек, анчах ваттисем: «Халăх сурать - кỹлĕ пулать», - тесе ахальтен каламан. Пуçару бюджетне пуянлатмалли ытти укçа-тенке республика тата округ бюджечĕсем саплаштараççĕ. Çапла вара кĕске вăхăтрах тахçантанпах кĕтнĕ объектсене пурнăçа кĕртме - çул сарма е кĕпере юсама, пушара хирĕç кĕрешмелли пĕве пĕвелеме е ытти пысăк ĕç тума - май тупăнать.

 «Ниме - Халăх бюджечĕ» - ахаль программа çеç мар. Ку вăл - халăхăн ырă пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртмелли, кашни çул проект хыççăн проект йышăнса яла çĕнетсе илемлетмелли пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç.

А.КОКУРКИН,

округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - территорие тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ.

 



05 июня 2026
17:46
Поделиться