Акатуйра - çамрăк ăру!

Акатуйра - çамрăк ăру!

Акатуй - çĕр ĕçченĕн уявĕ - ламран лама куçса пирĕн патăмра çитни çав тери мăнаçлантарать. Ку уяв аваллăха таврăнма та, юрă-ташă-вăйă ытамĕнче киленме те, асаннемĕрсен йăли-йĕркипе паллашма та, ăсталăха çын умне кăларма та май парать. Паллах, вăл пурне те чи ырă туйăмсем парнелет.

... Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕн территорийĕ иртнĕ кĕçнерникун нихçанхинчен капăр курăнчĕ. Ача-пăча площадкисенчи баннер-плакат, шарсем, хаваслă юрă-кĕвĕ уявлăха туйтарчĕç. Чăваш, тутар, вырăс нацисен çи-пуçĕллĕ ача-пăчапа воспитательсем, хăнасем кашни саманта савăнăçлă та усăллă ирттерчĕç.

Кунта чăваш наци блюдисене ас тивме май килчĕ. Хуплупа шăрттан мĕне тăраççĕ!

Чăваш йăли-йĕрки - ниме, утă çи, вăйă - кашнинех илĕртрĕ. Çавăн пекех асанне арчинчи тум-тир тăрăх хĕрачасемпе арçын ачасем аслă ăрăвăн ал ĕç ăсталăхĕ пирки нумай пĕлчĕç. Несĕлсен анлă тавракурăмĕпе пултарулăхĕнчен, вышкайсăр ĕçченлĕхĕнчен кĕçĕн ăру тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.

Аслисемпе пĕрле ачасем пучахсенчен "кĕлте" турĕç, йывăç çине ỹкерчĕç, чăваш юмахĕсене итлерĕç.

Концерт программи уявăн тĕп тĕшши пулчĕ. Ача сачĕн воспитанникĕсемпе воспитателĕсем, ашшĕ-амăшĕпе асламăшĕ-аслашшĕ, Кивĕ Шăмăр- шăри «Тевет» фольклор ансамблĕ куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Тĕрлĕ наци тумĕллĕ ачасем вăйă картинче çаврăнни Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче питех те вырăнлă пулчĕ.

... Çакăн йышши Акатуй уявĕ округри ытти ача садĕнче те иртрĕ. Халăхăмăрăн ĕçпе юрă тата спорт уявне округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел тата Палтиел вăтам шкулĕсен çумĕнчи кану лагерĕсенче те эрне тăршшĕпех йĕркелерĕç.

Чăваш халăх культурине, Акатуй традицийĕсене ача сачĕсен воспитанникĕсемпе кĕçĕн клас- сенче вĕренекенсем хушшинче сарас-аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприяти ЧР Пуçлăхĕн «Хĕвеллĕ çулла» проекчĕпе килĕшỹллĕ. Вăл аслă тата кĕçĕн ăрусене çыхăнтарма, пĕчĕк Тăван çĕр-шывăн культурипе паллашма, чăваш халăхĕн ылтăн-кĕмĕлрен те хаклă йăли-йĕркине упрас тĕллеве ăша хывма пулăшни куç кĕрет. Çуралнă кĕтеспе ун çыннисене хаклама вĕренесси шăпах ача çулĕсенче пуçланать.

Зинаида СВЕКЛОВА.



11 июня 2026
13:36
Поделиться