Автоклуб сасси янăрать...

Округ ри централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем нумай функциллĕ автоклубпа аякри ял-паççулккана культура программисемпе тухса çỹреççĕ.

Куçса çỹрекен культура центрĕ июнĕн 17-, 23-, 26-мĕшĕсенче Хĕрлĕ Васан паççулккинче, Патирек тата Шăмăршă ялĕсенче куракансене юрă-ташăпа савăнтарĕç.

Автоклубăн ятарлă сцени, çутăпа та сасăпа туллин тивĕçтерекен оборудовани вырăнти артистсене пултарулăх номерĕсене халăх патне паянхи пурнăç таппипе килĕшỹллĕн çитерме пулăшĕç.

Т.Давыдова.



11 июня 2026
13:38
Поделиться