Илемленĕ генерал паркĕ
ШĂМĂРШĂРА В.Н.Никифоров генерал-майор ячĕллĕ парка тирпей-илем кĕртме палăртни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти координаторĕсем Андрей Кокуркинпа Юрий Ермолаев тата çак партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Ираида Пыркина парк территорийĕнче пулса кунти лару-тăрупа паллашнă. Объектра ĕç пуçланнă ĕнтĕ: «Поволжье» ООО подрядчик кивĕ плитасене хăйпăтса çĕннине сарма никĕс хатĕрлет тата строительство материалĕсем турттарать.
Е.ЖОЛОБОВА.