Иван Ишерский: «Ачана патакпа хăратса мар, ăспа вĕрентмелле»
ЧĔМПĔР кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ Илья Николаевич Ульянов тата çак хулари чăваш шкулĕн директорĕ Иван Яковлевич Яковлев Шăмăршă тăрăхĕнче пулни çинчен эпĕ хамăрăн хаçатра маларах çырнăччĕ ĕнтĕ. Пирĕн патăмăра килсе кайнă тепĕр паллă çынна - действительнăй статский советника Иван Владимирович Ишерские - пĕр тĕпчевçĕ те асăнман. 1886-çулта, Илья Николаевич Ульянов пурнăçран уйрăлса кайсан, ун вырăнне Иван Ишерские çирĕплетеççĕ.
Иван Владимирович Ишерский халăха вĕрентес ĕçре ют çын пулман: маларах кĕпĕрнери халăх училищисен инспекторĕнче ĕçленĕ, Улатăрта пурăннă. Вырăс пулин те, чăвашла калаçнине ăнланнă.
1887-çулхи сентябрь уйăхĕнче Иван Владимирович Шăмăршă тата Шамккай вулăсĕсенчи училищĕсене çитсе курать. Унпа пĕрле халăх училищисен инспекторĕ Александр Стржалковский та килнĕ.
Палтиелĕнчи училищĕре Турă саккунне вĕрентекен Павел Востоков священник ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшнине палăртаççĕ.
«Палтиел училищинче Чĕмпĕрти хĕрарăмсен удельнăй училищине пĕтернĕ Мария Кузьмина хăйĕн ĕçне творчествăлла туса пырать, - тесе çырнă çул çỹрев хыççăнхи отчетра Иван Ишерский. - Павел атте - Турă саккунне, чистописани тата шут ĕçне вĕрентет; Мария Кузьмина вара ачасене вулама-çырма, математика задачисене шутлама хăнăхтарать».
Чаткасри Никольское училищĕре пулса курнă хыççăн та Иван Владимирович кăмăллă юлать.
Çак шкулта 34 арçын ачапа 12 хĕр ача вĕреннĕ. Кĕçĕннисен уйрăмĕнчи арçын ачасемпе хĕр ачасем халăх училищисен директорне пĕр такăнмасăр Библири 10 халала пăхмасăр каласа панипе хытă тĕлĕнтернĕ.
Ишерский хĕш-пĕр çитменлĕхе те палăртать: училищĕре кĕнеке питĕ сахал, библиотекăра 16 тĕрлĕ литературăпа 9 тĕрлĕ вĕренỹ пособийĕ çеç упранать.
Иван Владимирович Николай Крылов священника ачасене вырăсла калаçма тата çырма вĕрентессишĕн ытларах тăрăшма сĕнет.
«Вырăсла вуннă таран çеç шутлама пĕлни сахал, çыру ĕçĕнче те вырăсла вĕрентесси çине пусăм тумалла», - тенĕ Чĕмпĕртен килнĕ хисеплĕ хăна.
Шăмăршăри земство пуçламăш шкулĕнче Шăмăршă, Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршă, Ирçе Тĕкки тата Виçпỹрт Шăмăршă ачисем вĕреннĕ, вĕсене вырăс чĕлхипе çеç пĕлỹ панă. Шкул ĕçĕпе паллашнă май халăх училищисен директорĕ патак воспитанине («палочная система») хытă сивленĕ.
«Мана ачасен ашшĕ-амăшĕ вĕренекенсене учительсем хытă айăплани çинчен каласа пачĕ, - тенĕ вăл служба отчетĕнче. - Шкулта патак воспитани меслечĕ пулмалла мар, хытă кăшкăрса «пăс» кăлариччен ăспа вĕрентмелле».
Пулмантăшри училищĕре Турă саккунне вĕрентекен Андрей Нечаевпа тата Александр Соколов учительпе калаçни те Иван Владимировичăн отчетĕнче çырăнса юлнă.
«Училищĕре 36-ăн - 30 арçын ача тата 6 хĕр ачавĕренеççĕ, - палăртнă Ишерский. - Арçын ачасенчен 12-ĕшĕ - вырăс, 18-ĕшĕ - чăваш, хĕр ачасенчен 2-ĕшĕ - вырăс, 4-ĕшĕ - чăваш. Библиотека самаях пуян: 103 тĕрлĕ кĕнеке пур».
Иван Владимирович Турă саккунне, вулама тата çырма, арифметика задачисене шутлама чи лайăх пĕлекен ачасен хушамачĕсене те çырса илнĕ. Акă вĕсем: Ильяпа Иван Гавриловсем, Игнатий Шепейкин, Максим Рубцов, Василий Ильичев, Иван Ильичев, Василий Степанов, Аграфена Рубцова.
Халăх училищисен директорĕн ĕçне патша правительстви пысăка хурса хакланă. 1879-çулта ăна - 3-степень Святтуй Станислав, 1884-çулта - 3-степень Çвяттуй Анна, 1888-çулта - 2-степень Çвяттуй Станислав, 1894- çулта - 2-степень Çвяттуй Анна, 1901-çулта - 3-мĕш степень Çвяттуй Владимир, 1905-çулта 1-степень Çвяттуй Станислав орденĕсемпе чысланă. 1896-çулта ăна дей- ствительнăй статский советник чинне панă.
Иван Владимирович Шăмăршă тăрăхне тепре те çитсе курма ĕмĕтленнĕ, кун пирки вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн директорĕпе Иван Яковлевич Яковлевпа та калаçнă.
«Вăрман варринче пурăнсан та, кунти халăх - тĕттĕм мар, çамрăксем питĕ вĕренесшĕн çунаççĕ, - тенĕ вăл Иван Яковлевича. - Эпир Шамккай чиркĕвĕн священникĕпе Андрей Нечаевпа çыру çỹретсех тăратпăр, çавăнпа та вырăнти лару-тăрăва начар мар пĕлетĕп» (ГАУО, 134- мĕш фонд, 8-мĕш уйрăм, 581-мĕш ĕç (дело), 5-стр.).
Шел те, шăпа урăхла килсе тухать: Иван Ишерский пирĕн тăрăха урăх çитеймест. Ỹпке шыççипе йывăр чирленĕ хыççăн пурнăçран уйрăлса каять. Ăна Бугульма хулин масарне пытарнă.
Ив.САЛАНДАЕВ,
(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн (ГАУО) докуменчĕсемпе усă курнă).