Йытă питомникĕнче - экскурсире
Елчĕк округне кĕрекен Лаш Таяпари сунарçă йыттисен «Йытă сунарĕ» питомникĕ. Кунта çĕр-шывра кăларнă ăратлă йытăсене усраççĕ. Сунар ресурсĕсене хỹтĕлес тата аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен Департамент пуçарăвĕпе тунă питомника.
Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, регионăн «Ялти пĕр кун» Агроэкспедици» проекчĕпе килĕшỹллĕн, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Чĕр чун тĕнчине хỹтĕлесси»» проекчĕ пулăшнипе çак асамлă вырăнта экскурсире пулчĕç.
Ачасем питомник директорĕ Л.Князев каласа панине кăсăкланса итлерĕç; вырăссен çỹллĕ класлă пурсуй йыттисем, вĕсен уйрăмлăхĕпе пурнăç йĕрки тата юратнă йăлисем, вырăссен йытă сунарĕн историре çирĕпленнĕ сунарĕ çинчен пĕлчĕç. Вырăссен пурсуй йытти - тĕнчери чи илемлĕ йытă. «Йытă сунарĕ» питомникри пурсуйсем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи - Пенза, Волгоград, Тамбов, Омск облаçĕсенчи, Мускавпа Хусан хулисенчи пысăк масштаблă ăмăртусене хутшăнаççĕ. Лаш Таяпа пурсуйĕсем вăйпа, чăтăмлăхпа палăрса тăраççĕ. Çакăнта - питомник сотрудникĕсем чĕр чунсене юратнин, ырми-канми ĕçĕн, яваплăхĕн тỹпи.
Çитĕнекен ăру тăватă ураллă туссене дрессировка тунине те кăсăкланса сăнарĕ.
Питомникра кашкăрсем, енотсем, кăрккасем, кăвакалсем тата ыттисем те пурăнаççĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасене уйрăмах павлин çемйинчи кайăксем илĕртрĕç.
Экскурси пурин чĕринче те ырă туйăмсем çеç хăварчĕ.
- Чĕр чунсемшĕн пирĕн кашнинех яваплă пулмалла, - çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕ кашни вĕренекен.
Н.Угарина,
Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.