Олег Николаев çур акине çак эрнере вĕçлеме задача лартнă

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çĕмĕрле, Елчĕк, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ тата Комсомольски муниципалитет округĕсенче акаçăсем хирпе сыв пуллашнă ĕнтĕ.

Июнĕн 8-мĕшĕнчи планеркăра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уй-хирти тĕп ĕçсене çак эрнере вĕçлеме задача лартнă. Умра - выльăх апачĕ хатĕрлемелли хĕрỹ тапхăр. Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпỹ округĕсенче 25,5 пин тонна ытла сенаж хывнă ĕнтĕ. Республикипе хальлĕхе пурĕ 1000 тонна утă хатĕрленĕ.

2026-çулта республикăра ака лаптăкĕ 543 пин гектартан кая мар пулать. Çакăн çуррине ытла тырă йышăнать. Хальлĕхе çĕр улми лартмалли плана - 76,4, пахча çимĕç лартмалли-акмалли плана 77,7 процент пурнăçланă.

А.ПЕТРОВА.



11 июня 2026
13:29
Поделиться