«Пире кунта питĕ килĕшет...»

«Пире кунта питĕ килĕшет...»

Çуллахи каникул округри 202 ачашăн шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагерьте пуçланчĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕнче - 117, Палтиел вăтам шкулĕнче - 45, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче 40 вĕренекен канать.

Лагерьсем майăн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 16-мĕшĕччен ĕçлĕç. Пуян опытлă воспитательсем ăс-хакăлпа ỹт-пĕве аталантаракан, тавракурăма анлăлатакан тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Вĕренекенсене кунне 2-шер хут апат çитереççĕ. Çакă веçех канăва усăллă ирттерме пулăшĕ.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



11 июня 2026
13:29
Поделиться