Сывлăх патне - утăм» проект çĕнĕрен ĕçлеме пуçлать

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче «Сывлăх патне - утăм» медицина проекчĕ çĕнĕрен ĕçлеме пуçлать. Вăл Республика кунĕ хыççăн - июнĕн 25-мĕшĕнче - старт илĕ.

«Сывлăх патне - утăм» проекта иртнĕ çул пирĕн округра пурăнакансем ырласа йышăннăччĕ, - тет Шăмăршă больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова. - Унăн тĕп тĕллевĕ - кашни яла çитсе çынсене хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме май туса парасси. Чире çийĕнчех тупса палăртни вăхăтра сиплеме, çапла вара çын ĕмĕрне тăсма пулăшать».

«Сывлăх патне - утăм» проект графикне «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра маларах пичетлĕпĕр.



11 июня 2026
13:38
Поделиться