София Григорьева - фотоконкурс призерĕ
РЕСПУБЛИКĂРА «Çĕнтерỹпе çĕнтерỹçĕсене сăн ỹкеретпĕр» ятпа фотоỹкерчĕксен регионти конкурсĕ иртнĕ, ăна СВОра паттăррăн çапăçса вилнĕ Сергей Михайлов подполковника халалланă.
Конкурсра 22 муниципалитетран 184 ĕç тăратнă. Призерсен йышĕнче Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен София Григорьева та пур. Чи лайăх сăн ỹкерчĕксене республикăри «Ас тăвăм альбомне» кĕртеççĕ.