Тăкăрлăксене те чул сараççĕ

Шăмăршăри Ленин урамĕнчи çула тĕпрен юсанипе пĕрлех, округ центрĕнчи Пионер тата Комсомол тăкăрлăкĕсене те вак чул сарма тытăннă. Çавăн пекех Энтĕрьелĕнчи Лесная тата Гагарин урамĕсем хушшинчи тăкăрлăкри çула та чул сарса çирĕплетнĕ.

Çул-йĕре юсас ĕç «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хăрушлăхсăр çулсем» проекчĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать.



11 июня 2026
13:39
Поделиться