«Тăван кĕтесшĕн ним те шел мар!»

«Тăван кĕтесшĕн ним те шел мар!»

Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан Геннадий Марков - тăван ялăн чăн-чăн патриочĕ. Вăл кунти хăтлăхшăн, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн çулсерен хăй тỹпине хывать. Хăй кăмăлĕпе, никам ыйтмасăр-хушмасăр, яла кĕрекен çулăн икĕ енне те йывăç-тĕмрен, хыт хураран тасатса тăрать. Укçи-тенкине те, вăхăтне те шеллемест.

Кăçал та, нумаях пулмасть, çавнашкал пархатарлă ĕç турĕ. Ялтан тухнă тата кунта кĕнĕ чухне водительсене тата çуран çынсене курма чăрмантаракан йывăçсемпе тĕмсене, çỹллĕ ỹснĕ курăка касса-çулса тасатрĕ. Халĕ аслă çулпа яла кĕрекен çул юппин икĕ енче те ирĕклĕ, уçă; никамшăн та чăрмав çук.

Геннадий Иванович ĕçĕпе пурте кăмăллă. Ял-йыш ятĕнчен ырă та хастар çыннăмăра ырлăх-сывлăх сунатăп, пурин ятĕнчен те ун пархатарлăхĕ умĕнче çĕре çити пуç таятăп.

Э.МОЖАЕВА,

округ депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ.



11 июня 2026
13:32
Поделиться