Вите тулли пулсан - ырлăх-пурлăх пулĕ сан

Вите тулли пулсан - ырлăх-пурлăх пулĕ сан

ĔÇЧЕН çын нихăçан та аптăрамасть. Хăшĕ-пĕри: «Ĕç çук, ĕçлесен те _ сахал тỹлеççĕ», - тесе нăйкăшса килте ахаль ларнă чух хастаррисем йывăрлăха çĕнтермелли май шыраççĕ.

Çакăн пек тăрăшуллă çынсенчен пĕри - Кивĕ Чукалти Владимир Эрюков. Мĕн ачаран колхозра ĕçлесе пиçĕхнĕскер, Владимир Леонтьевич 40 çул каяллах хăйĕн кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Инженер, колхоз председателĕ пулчĕ, ял-йышра ятне ямарĕ. Кивĕ Чукал колхозĕ çĕр ĕçĕнче те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те кайра пулман. Витесене çĕнетнĕ, техника паркне пуянлатнă тата ытти те.

Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене «çỹлтен» хушса вăйпах салатнă хыççăн нумай специалист ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Владимир Эрюков çухалса каймарĕ, çемье агробизнесне йĕркелеме тĕллев лартрĕ. Çăмăлрах чĕлхепе каласан: «Выльăх нумайрах усра - укçаллă пулăн вара!»

Аталану тапхăрĕ 2025-çулта - Владимир Леонтьевич «Агростартап» грантне çĕнсе илсен - тата та ытларах вăй илчĕ. Çак укçапа фермер мăйракаллă шултра выльăх туянчĕ, витене тата çуллахи лагере çĕнетсе пысăклатрĕ.

Хальхи вăхăтра выльăх шучĕ 20 пуçран та иртнĕ ĕнтĕ. Эрюковсем фермер хуçалăхĕнче çемйипех тăрăшаççĕ. Лайăх тăрантарнăран вăкăрсем хăвăрт ỹт хушаççĕ.

Выльăх ашĕн пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе, Владимир Леонтьевич «казахская белоголовая» ăрата «герефордская» ăратпа пĕтĕçтерет. Урăхла каласан, Кивĕ Чукал ăратне аталантарать. Çĕнĕ ăрат чăтăмлăхпа, чир-чĕре парăнманнипе тата апата тиркеменнипе палăрса тăрать. Паллах ĕнтĕ, хуть те мĕнле апата та çиекен выльăхăн продуктивлăхĕ те пысăк.

Кивĕ Чукал ял территорийĕн уйрăмĕнче 17 уйрăм предпри- ниматель ĕçлет, пурте тенĕ пекех ял хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ. 2025-çулта хăйсен ĕçне йĕркеленĕ 4 çынна патшалăх ĕне выльăх тата ял хуçалăх техники туянмашкăн 2235000 тенкĕ субсиди парса пулăшнă. Хăйсен ĕçне йĕркеленĕ 8 çын социаллă контрактпа 1 750 000 тенкĕ пулăшу илнĕ.

Яла ĕçчен çынсем илем кỹреççĕ. Акă Петр Ильдяков - 43,2, Юрий Никитин 104 гектар çĕрпе усă кураççĕ. Мăйракаллă шултра выльăх тата сурăх ĕрчетеççĕ. Выльăх усракансем пурте «электрокĕтỹçпе» усă кураççĕ, ял территори уйрăмĕ вĕсене 6 участок уйăрса панă. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем аренда укçипе налуксене вăхăтра тỹлесе пыраççĕ, парăмсăр ĕçлеççĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



11 июня 2026
13:33
Поделиться