Ялта - спорт площадки
ÇАК кунсенче Ярăслав ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура нумай функциллĕ спорт площадкине уçнă.
«Пирĕн ялта халĕ округ центрĕнчен пĕрре те кая мар: сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, физкультурăпа спортра вăй-хала çирĕплетме условисем çителĕклĕ», - теççĕ паян ярăславсем.
Çĕнĕ площадкăшăн уйрăмах ача-пăча хĕпĕртенĕ: халĕ вĕсем кунĕпех кунтан уйрăлма пĕлмеççĕ.