Юлашки гектарсем
ИЮНĔН 10-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем малтан палăртнă лаптăксен 99,01 проектне акса хăварнă. Вăрман хĕрринчи техника кĕреймен йĕперех лаптăксене паян-ыран акса пĕтереççĕ.
Уйрăм культурăсене илсен, 2534 гектар - тулă, 3078 гектар - урпа, 621 гектар - сĕлĕ, 632 гектар пăрçа акнă.
Çавăн пекех 13 гектар - чернушка сухан, 982 гектар - пĕр çул ỹсекен курăк, 2891 гектар техника культурисем акса хăварнă, 30 гектар çĕр улми (90 процент) лартнă. Выльăх-чĕрлĕх усракан фермерсем халĕ силос валли куккурус акаççĕ.