Ют çĕр-шыв чĕлхипе çырнăшăн - штраф

РЕСПУБЛИКĂРА ют çĕр-шыв чĕлхипе çырнă вывескăсене тупса палăртас тĕлĕшпе рейд ирттереççĕ.

Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ. Унпа килĕшỹллĕн, вывескăсене вырăсла çырмалла, ют чĕлхепе дубляж пек кăна усă курма юрать. Саккуна пăснăшăн должноçри çынсен - 4-20 пин, юридици сăпачĕсен 100-500 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивет.

Шел те, ют çĕр-шыв чĕлхипе çырнă вывескăсене Шăмăршăра та курма пулать-ха. Саккунпа айăпласса кĕтеççĕ-ши?



11 июня 2026
13:41
Поделиться