Акатуй сире кĕтет, «Савăнмашкăн килĕр!» - тет
ИЛТНĔ-И? Пĕлетĕр-и? Июнĕн 27-мĕшĕнче Шăмăршăра - Акатуй! Уяв ипподромра иртет, ирпе 9 сехетре пуçланать.
Программăра:
- ĕç паттăрĕсене чаплă лару-тăрура чысласси;
- илемлĕ пултарулăх коллективĕсен концерчĕ;
- спорт ăмăртăвĕсем, халăх вăййисем, аттракционсем;
- урхамахсен ăмăртăвĕ. Ир пуçласа каçченех суту-илỹ ярмăркки ĕçлĕ.
Пурте килĕр уява, савăнар хастар йышпа!
ОРГКОМИТЕТ.