Ан кай, ачам, шыв хĕрне!
ЧĔРЕНЕ ыраттаракан хыпар пĕлтĕмĕр: июнĕн 11-мĕшĕнче пирĕнпе кỹршĕллĕ Улатăр округĕнче 14 çулти арçын ача шыва путса вилнĕ.
Юлташĕсемпе пĕрле Ахматово ялĕ çумĕнчи Улатăр çырминче шыва кĕнĕскер, тахăш самантра куçран çухалнă. Шел те, юлташĕсем ăна пулăшайман. Арçын ача виллине водолаз тупса çыран хĕррине кăларнă.
Шыва кĕмелли сезон пуçланнă кăна-ха. Çавăнпа та МЧС служби çапла хытă асăрхаттарать: ачасене шыв хĕррине аслисемсĕр ан ярăр!
Шăмăршă муниципалитет округĕнче шыва кĕмелли 5 вырăн çирĕплетнĕ. Ял территори уйрăмĕсемпе шкул дирекцийĕсен çак вырăнсене çирĕп контроле илмелле. Ытти округ тĕслĕхĕпе, çу кунĕсенче ашшĕ-амăшĕн патрульне йĕркелени те лайăх пулĕччĕ.