«Чăваш та, тутар та район хаçатне вулатăр»
Хам эп - тутар, мăшăрăм Татьяна Аркадьевна - чăваш. Çемьере мăшăрăн тăван чĕлхипе калаçатпăр. Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхемпе хурăнташлă чĕлхе: тутар чĕлхи пекех чуна çывăх: çепĕç, илемлĕ янăрать! Унпа шухăша еплерех çавăрса калама пулать тата! Ахальтен мар, Чăваш Енĕн патшалăх чĕлхипе - чăваш чĕлхипе - тухса тăракан район хаçатне кăмăлласа вулатпăр.
«Шăмăршă хыпарĕ» - пирĕншĕн энциклопеди евĕрлех: темле темăпа та кирлине тупса вулама пулать. Эпĕ нумай çул хушши «Шемуршинский» совхозра - водительте, профком председателĕнче, Горький облаçĕнче, Шăмăршăри «Агродорта», «ДРСУра» тата «Исток» ОООра механизаторта вăй хутăм; ВЛКСМ 19-съездне кайма делегата та суйлантăм, грамотăран пуçласа медаль таранах - тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçрĕм. Кирек ăçта пулсан та, кирек хăш должноçра тимлесен те, кирек мĕнле ỹсĕм тусан та - район хаçатĕнчен уйрăлман. Халĕ Александр Егоров хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тăрăшатăп - алла хаçат тытма вăхăт тупатăпах.
Кунта вуламалли... Хама килĕшекен ял хуçалăх, истори, патриотизм темине халалланă статья, очерк, интервью мана питĕ тыткăнлаççĕ. Округ, республика хыпарĕсемпе паллашсан пурнăç таппипе утнăн туйăнать. Ĕç маякĕсем, юбилярсем çинчен шăрçаланă материалсем уйрăмахкăмăла çĕклеççĕ.
Район хаçатне (ытти корреспонденцие те) ял почтальонĕ Ирина Шамеева вăхăтра çитерет, çакă савăнтарать. Ирина Викторовнăна нимле çанталăк та хăратмасть, питĕ шел те, çапкаланчăк йытăсем вара хытă чăрмантараççĕ, хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Хаçатçăсене «Шăмăршă хыпарне» кăсăклă та пуян содержаниллĕ кăларса тăма çирĕп сывлăх, çĕнĕ идейăсем, сỹнми хавхалану сунатăп.
Округ çыннисене вара çак пичет изданине кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн илсе тăма хистесех çырăнма сĕнетĕп. Çаплах калатăп:
- Тутар чăваш хаçатне вуласан - чăвашăн хăй чĕлхипе тухса тăракан хаçат тусĕ пулмаллах!
И.Усьманов ,
Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ.